Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван кил кашнинех йыхăрать Пурăнсассăн атте те анне

14 июля 2007 г.

Кил картинчи выльăх-чĕрлĕхе чупса çÿресе кăнтăр апачĕ пама хатĕр-ленекен Василий Маркиданова курсан, иккĕленсе тăтăм: «Çавă-ши;» Çакна Василий Петрович хăй те сисрĕ. Çула тухиччен январь уйăхĕнче 83 çул тултаракан тыл ветеранĕ хĕвел ăшшинче çурт умĕнчи сак çинче ларассăн çеç туйăннăччĕ. Çук иккен. Çамрăксемпе юнашар тăрса утă çулма та, йĕлтĕрпе ăмăртăва тухма та пултарать вăл.

– Енчен те пирĕн пата пулсан, тĕрĕсех килтĕр. Николай Исмуков сăвăç сăмахĕсемпех кĕтсе илем-ха: “Кун килет те каç иртет, пурăнас ĕмĕрĕн çулталăкне шалт катать”. Ватăлатпăр çав. Çавах чун çамрăк-ха. Сурăх кĕтĕвĕн черетне тухнăччĕ. Мăнукăм улăштарчĕ. Çаксене пăхмалла вĕт, – терĕ кайăк-кĕшĕк çине кăтартса. Ура утма çук кĕшĕлтетеççĕ вĕсем. Чăх чĕппи çеç икĕ ушкăн. Пĕри маларах ларса кăларнă. Теприн сар тĕсĕсем те кайман. Кăвакал чĕпписем йăрă та чĕрĕ. Шыв савăчĕ патне сырăнчĕç. Ĕни, пăрушĕ – ешĕл курăк çинче! Сысна та çулленех усраççĕ. Ывăлĕсене, хĕрĕсене какайсăр тăратмаççĕ. Ватăлма вăхăчĕ те çук кунта Зоя Карповнăпа Василий Петровичăн. Пахчинче тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Çурт умĕнчи çеçкери хĕвел çаврăнăшсем те хăйне евĕр илем кÿреççĕ. Иккĕнех пурăнаççĕ ватăсем. Уявсенче, канмалли кунсенче ывăл-хĕрĕ, кинĕ-кĕрÿшĕ, мăнукĕсем хаваспах пухăнаççĕ. Паян та сăлтавĕ пур вĕсен. Василий Петровичпа Зоя Карповнăна кĕрекене лартсах чыс тума хатĕрленнĕ. Мăшăрланнăранпа 55 çул çитнине паллă тăваççĕ.

Хисеплĕ ватăн кун-çулне тишкерме кăмăллă. Çамрăклах ĕçе кÿлĕнсе утса-чупса çÿренĕрен сывлăхĕ хавшаман вĕсен. Василий Петрович паянхи кун та кирек хăш ĕçе тума ăста. Çĕвĕ машини умне ларсан ăшă кĕрĕк, кĕпе-тумтир тирпейлĕ кăларать. Урама тăхăнмалли пушмаксене юсама маçтăр. Кролик, ытти чĕр чун тирĕсене хăех тăвать. Парне кÿнĕ çĕлĕкĕсене кашнийĕ юратса тăхăнать. Алли-ури кирек хăш ĕçе те çыпăçать унăн. Çакна вара Василий Петровича пурнăçĕ вĕ-рентнĕ. Тăваттăн пĕр тăван ÿснĕ вĕсем. Пĕр ывăл та виçĕ хĕр. Арçын ачара ашшĕпе амăшĕн шанчăкĕ пулнă. Анчах шел. Малашлăх ĕмĕчĕсене вăрçă татнă. Çичĕ класс вĕреннĕ ывăлне ФЗОна ĕçлеме кайма ят тухнă. Çынсем тăшмана хирĕç çапăçнă вăхăтра пĕве кĕрсе пыракан çамрăк килте ларма пултарайман. Хабаровскине лекнĕ Василий. Кунта çар техники валли юсав пайĕсем кăларнă. Чăваш ачи чугун шăратакан цеха лекнĕ. Ялта ĕçпе пи-çĕхни ăна пулăшнах. Икĕ çултан В.Маркиданова чĕнÿ килнĕ. Çар ретне тăмалла. Анчах ĕç вырăнне улăштаракан çук. Çавна шута илсе завод директорĕ военкомата ыйтупа тухнă. Васьăна ĕçрех хăварнă. 1946 çулхине чăваш каччи килтен телеграмма илнĕ. Цех начальникĕ ăна отпуска кайма ирĕк панă.

...Тăван кил. Епле хаклă вăл ачашăн. Çак самантри Василий Петрович туйăмĕсене никам та каласа та, уçса та параймасть. Ывăлĕ вырăнпа выртакан амăшне хăварса ĕç вырăнне каялла таврăнаймасть. Çакăншăн явап тытать. Тепре çуралнă кĕтесе таврăнсан авланать, çемьеллĕ пулать. Зоя Карповнăпа 8 ача çуратса пăхса ÿстерет. Мăшăрĕ – медицина ĕçченĕ. Çĕрпÿ районĕнчен килнĕскер. Малтанах Сителте, унтан 40 çул Кĕçĕн Арапуçĕнче фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ-скер.

– Ялта кам хăш числора çуралнине çĕр варринче тăратса лартсан та каласа паратăп. Çулталăкне çирĕм пилĕкшерĕн килетчĕç çут тĕнчене. Халĕ икшер ача çуратаççĕ. Ĕçĕ нумай пулнă. Вăхăтран вăхăта тĕрлĕ чиртен тумалли прививкăсене пĕрне те сиктермен. Çĕр варринче чирлĕ ача, ватă çын патне куç хупмасăр çÿренĕ. Уншăн халĕ те тав тăваççĕ. Çакă – чи пахи, – тет Лидия Карповна.

Ĕç вырăнне мăшăрĕ те улăштарман. Первомай-скинчи МТСра токарьте, кăштах “Путь социализма” хуçалăхăн бригадирĕнче вăй хунă хыççăн пилорамăна кÿлĕннĕ. 30 çул хăма çурнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та виçĕ çул пĕрле ĕçлекенсенчен уйрăлман.

Ялта мăшăрпа шăкăл-шăкăл килĕштерсе пуçласа вĕсенчен маларах ылтăн туй тăвакансене тупаймарĕ Зоя Карповна. Василий Петровичпа вара вĕсем 55 çул килĕшÿре. Ывăлĕсене, хĕрĕсене тĕреклĕ пурнăç çулĕ çине кăларнă. Виççĕшĕ (Людмила, Юля, Наташа) амăшĕн профессине суйласа илнĕ. Фаина, Антонина педагогика енĕпе кайнă. Славик строительствăна, Альберт энергетикăна кăмăлланă. Юрий – водитель. Виçĕ хĕрĕ яла качча тухнă. Виçĕ ачи Шупашкара тĕпленнĕ. Уявран уява кĕтмелли çеç юлать вĕсене çемйисемпе, 17 мăнукне, 4 мăнукĕн ачине, хăти-тăхлачине.

Обществăллă ĕçрен пăрăнмасть мăшăр. Кану çурчĕсене çитме те май тупнă. Квалификацине ÿстерекен курссинче те пĕр хутчен çеç пулман Зоя Карповна.

Çула тухма халĕ те ÿркенмеççĕ вĕсем. Рязане мăнукĕн туйне çитсе килчĕç. Дивеевăра пулчĕç. Халĕ мăнукĕсемшĕн пурăнаççĕ. Пĕрисене хваттер илме, теприсене çурт тума пулăшаççĕ. Çитĕнекен ăру хисеплет ватăсене. Ашшĕ-амăшĕ вĕсем çинчен каласа панине çăвара шыв сыпсах итлет. Асатте-асаннесĕр ÿснĕскерсем шухă та пулнă. Пĕринче шкултан таврăннă ывăлĕ кăмакари яшкана хăй кĕрсе ларсах чугунпа сĕтĕрсе кăларнă. Çавăнпа ачисем те шывра та «путмаççĕ», вутра та «çун-маççĕ».

Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнăран, хисепленĕрен, савнăран телейлĕ çак çемье. Çуртри шăкăл-шăкăл пурнăç малашне те тăсăлтăр та тăсăлтăр. Алăри ылтăн çĕрĕ евĕрех вĕçĕ ан пултăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика