Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр тĕслĕх вулавăш

28 мая 2007 г.

 

Кĕçĕн Арапуçĕнче районта 17-мĕш тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Унта çак тапхăра тĕплĕн хатĕрленнĕ. Культура çуртне шалтан сăн кĕртнĕ, обойсем çапнă, сĕтел-пукансене юсанă. Çак ĕçсене тума ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнă.

Палăртнă вăхăта ял ĕçченĕсем, ватти-вĕтти культура çурчĕ умне пуçтарăнчĕç. Зала кĕмелли хĕрлĕ хăйăва пĕтĕм халăх умĕнче чаплăн касрĕç. Кĕске сăмах каласа уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Маркиданов уçрĕ. Унтан тĕслĕх библиотека уçни çинчен унăн заведующине Наталия Зуевăна свидетельство пачĕ. Сăмах Наталия Васильевна илчĕ. Вăл библиотека ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Халĕ кунта министерство парнеленĕ телевизор, компьютер тата ытти хатĕрсем те пур. Заведующи компьютерпа ял халăхне библиотека тата культура çурчĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Библиотекăра 7-8 тĕрлĕ темăпа илемлетнĕ стендсем пур. Кĕнеке фончĕ 9 пине яхăн. Вулакансен шучĕ 300 çынна çитет. Библиотека хăйĕн ĕçне план тăрăх туса пырать. 2007 çула ачасен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ Республика Президенчĕ Н.Федоров. Библиотека та çак ятпа уйрăм план тăрăх ĕçлесе пырать.

Кĕçĕн Арапуçĕнчи тĕслĕх библиотекăна уçнă ятпа район представителĕ С.Викторов, Шупашкартан М.Добронравова, район библиотека ĕçченĕ тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç, саламларĕç, ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем туса пыма сĕнчĕç. Çавăн пекех унччен библиотекăра ĕçленĕ А.Селиванов сăмах илчĕ, кĕнекесем парнелерĕ. Ял старости В.Селиванов библиотека уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Калас пулать, Виктор Алексеевич та хăй вăхăтĕнче çак библиотекăра ĕçленĕ. Ун хыççăн вулавăшра 38 çул Л.Зуева вăй хунă. Вăл ертсе пынипе фольклор ушкăнĕ ĕçленĕ, чылай концертсем панă. Коллектив тĕрлĕ смотра, конкурса хутшăннă. Ял халăхĕ ăна ырăпа асăнать. Шкул ачисем литература монтажĕ лартса пачĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика