Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ăшши нихăш ачашăн та пулмасть ытлашши

28 ноября 2022 г.

Хирти Пикшикре пурăнакан Атеевсем ялта йышлă çемьесенчен пĕри. Мыксиня Зиатдиновнăпа Рафис Арифуллович пилĕк ывăл та пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ çемьеллĕ, ача-пăчаллă, кĕçĕн ывăлĕ ялти вăтам шкулта саккăрмĕш класра вĕренет.

Атеевсемшĕн ачасемпе, мăнуксемпе, тăван-пĕтенпе савăнăçа пĕрле пайласси, уяв кĕрекине пуянлатасси, ваттисен неселĕнчен пыракан ырă йăлана çамрăксене хăнăхтарасси çемьере çирĕпленнĕ йĕрке.

- Хамăр та сак тулли саккăрăн тенĕ евĕр, çиччĕн пĕр тăван çитĕнтĕмĕр. Аттепе анне пиртен уйрăлнă пулин те, вĕсен пархатарлă ĕçĕсем, сĕнĕвĕсем паянхи кун та пире хавхалантарса пыраççĕ. Анне хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн мĕнле тăрăшнине питĕ лайăх ас тăватăп.

Пысăках мар иккĕллĕ çуртра çичĕ ачана ỹсме, выляса савăнма, çав вăхăтрах вĕренме çăмăлах пулман, паллах. Тумтирĕ те, апат-çимĕçĕ те паянхи евĕр çителĕклех мар темелле. Çапах та анне ăшши пурин валли те пĕр пекчĕ. Эпĕ унăн иксĕлми ырă кăмăлĕнчен яланах тĕлĕнеттĕм. Вăл чăмăркка пек пысăк катăк сахăра та (ун чухне çапла сахăр сутнă) никама кỹрентермесĕр çичĕ пая пĕр пек уйăрса савăнтарни паян та куç умĕнчех. Канихветрен те тутлăн туйăнатчĕ çав пылак çимĕç! Аннеçĕм ваттисене хисеплеме вĕрентни те, ĕçлеме хăнăхтарни те, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма пехил пани те асрах. Унăн ырă енĕсене пурнăçра малалла тăсма тăрăшатпăр,- кăмăлтан аса илчĕ хăйне чун парнеленĕ чи хаклă çынни пирки М. Атеева ултă ача амăшĕ. Пысăк йыш, пысăк йăх - пысăк савăнăç! Мыксиня Зиатдиновнăна çулсеренех Анне кунĕ ячĕпе юратнă ачисем ăшшăн саламлаççĕ. Кăçал та Атеевсен çемье кĕреки ноябрĕн 27-мĕшĕнче çак сăлтавпа илемлĕн кĕрлĕ. Ытарайми сакăр мăнукĕ эпине уявпа ăшă сăмах каласа саламлĕç, хыттăн çупăрласа ăш пиллĕн тав тăвĕç... Кунтан пахи килĕшỹллĕ çемьере мĕн пултăр-ха?

Атеевсен йăх-несĕл туратти çулсерен сарăлса пыни те савăнтарать. Çичĕ пĕр тăван та нумай ачаллă атте-анне. Вĕсен ачисем те йыш хушсах пыраççĕ. Акă, Гельсине аппăшĕ тăхăр ачана çуратса мăшăрĕпе ура çине тăратнă. Çак кунсенче çеç вĕсене 19-мĕш мăнукпа савăнтарнă! Ранисăн сакăр, Сариен тăватă ача çитĕнет. Наилепе Ринатăн тата Наилĕн виçшер пĕр тăван. Пысăк уявсенче вĕсен кĕрекине илем кỹрекенсем шăпах çаксем. Мыксиня Зиатдиновнăпа Рафис Арифуллович тăвансем, хăти-тăхлачи вĕсен килне пуçтарăнсан тем пекех хĕпĕртеççĕ, хăйсен вăйĕпе тăрăшса лартнă икĕ хутлă çурта пурне те хапăл туса кĕтсе илеççĕ.

- Çемье тĕрекĕ, унăн илемĕ мăшăртан та нумай килет. Мухтав Турра, ку тĕлĕшпе эпĕ çав тери телейлĕ. Рафиспа 36 çул пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр. Ку таранччен пĕр-пĕрне кỹрентерсе курман. Кăмăла хăварнă тĕслĕхсем пулсан та каçарнă. Вăл та çамрăкранах ĕçе кỹлĕнсе ỹсни, йывăрлăхсене парăнтарни, пурнăçра çăмăллăх парса пырать. Ашшĕ хуçалăхра кăтартуллă та малта пыракан механизатор пулни уншăн ырă тĕслĕх. Çамрăкрах чухне вăл хăй те чылай çул хуçалăхра тĕрлĕрен техникăпа тăрăшрĕ. Халĕ ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Май пур таран ытти ĕçе явăçать, ачасене пулăшма тăрăшать, - терĕ амăшĕ мăшăрĕ пирки.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика