11 ноября 2022 г.
Еншикре пурăнакан тинĕс çар флочĕн ветеране Петр Иванова таврари ялта та чылайăшĕ лайăх пĕлет. Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан ватă ĕмĕр тăршшĕпе механизаторта тăрăшса ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех вăл "хурçă ут" рулĕ умĕнчен кайман. Çав вăхăтрах юратнă мăшăрĕпе кил-çуртне те тĕреклетнĕ, ачи-пăчине те çуратса пăхса ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, аслă çул çине кăларнă. Хисеплĕ флот ветеранĕн пурнăçра ырă аса илỹ сахал мар. Вĕсем пирки вăл паян çамрăксене хавхаланса каласа парать.
Петр Максимович 1955 çулта салтак тумне тăхăннă. Телее, юлташĕпе Василий Ильбековпа пĕрлех салтака кайма ят тухнă. Çар çулĕ вĕсене мухтавлă Севастополь хулине илсе çитернĕ. Ытти çамрăк моряксем пекех вĕсем те малтанах вĕрентỹ отрядĕнче машинист специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн Хура тинĕс флочĕн çар карапĕ çине куçнă. Карап çинчи специальноçне алла илнĕ хыççăн БЧ-5 çар чаçĕнче службăра тăнă.
Петр Иванов çар тивĕçне тỹрĕ чунтан пурнăçланă. Ахальтен мар ăна каярахпа "Гневный" çĕнĕ карап çине куçарнă. Унта та вăл хăйĕн паттăрлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрнă. Сăмах май каласан, çак карап çинчех районти "Морское братство - союз моряков" обществăлла организацийĕн председателĕ Анатолий Казенов та çар службине ирттернĕ.
Çарти Василий тусĕ вара юнашарти карап çинех лекнĕ. Вĕсем час-часах пĕрле тĕл пулнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Тăватă çул хушшинче юлташсен служба вăхăтĕнче темĕнле лару-тăру та пулнă: вĕрентỹ, аякри походсем, тинĕс тăвăлĕ... Çапах та вĕсем нихăçан та пуçа усман, ырă кăмăл-туйăмпа службăна малалла тăснă.
Петр Максимович тинĕс çар тумне паянхи кун та типтерлĕн упрать. Кăмăл пысăк чухне вăл чăлт шурă тумне тăхăнать те ял урамĕпе мăнаçлăн утать. Май пур чухне шкулсене те тухса çỹрет, çамрăксене çар пурнăçĕ пирки каласа парать.
Хисеплĕ ветеран çак кунсенче Раççей Тинĕç çар флочĕ 326 çул тултарнă ятпа районти "Морское братство-союз моряков" пĕрлĕхĕн чи пысăк наградине - "За преданность военно-морскому флоту" медале илме тивĕçрĕ. Çак ятпа ăна ăшшăн саламланă май районти моряк-ветерансем пирки çырнă "С нами Бог и Андреевский флаг" кĕнекене те парнелерĕмĕр.
В. ПАЙМУЛЛИН, флот ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)