Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату - икĕ чуншăн кĕпер

19 июля 2022 г.

 Çуллахи кун хĕвел хыр тăррине хăпариччен тем туса та ĕлкĕрме пулать. Кĕçĕн Арапуç ялĕнчи Василий Маркиданов ирпе картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе апатлантарса ай сарăмне тасатрĕ, пахчара ỹсекен нумай çулхи курăксен анине пĕр лаптăк çулчĕ. Ĕçе иккĕмĕш хут пурнăçлать пулин те аван çитĕннĕ. Çывăхри вăрмана кайса милĕклĕх касса килчĕ... Кашни куна тĕллевлĕ ĕçпе ирттерет вăл. Хуçалăхра тирпей тытса тăма тăрăшать. Курăк анинче пĕр сар чечек те кураймастăн. Ăна кунта тымар яма памастех. Çĕр улми йăранĕсем те пĕр тикĕс те таса. Çумланă, хăпартса тухнă. Ир çитĕнекен купăстисем тахçанах пуç çавăрнă. Помидорĕ-хăярĕ тĕвĕленнĕ. Çуркуннепе çĕр лаптăкĕ часах типсе çитеймест пулин те çемьене кирлĕ кирек хăш çимĕçе туса илме майне тупаççех вĕсем. Унсăрăн епле пултăр.

Мăшăрĕ те питĕ тирпейлĕ, ĕçчен хĕрарăм Василий Петровичăн. Вăл вара вăхăтне ытларах кухньăра ирттерет. Качака сĕчĕнчен юр-варне хатĕрлет...кукăль пĕçерме те ỹркенсе тăмасть. Пахчари çырласенчен пылак шыв вĕретет, хĕл валли варени пĕçерет.

Пурнăç нушине астивнĕскерсене малтанласа пĕртте çăмăл пулман. Василий Петровича çамрăклах ФЗОна яраççĕ. Унта платнике хăнăхать. Киле каялла таврăнас чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Çамрăка çар заводнех хăвараççĕ. Специалистсем унта та кирлĕ пулнă.

1945 çулта тăван киле курма таврăнать. Амăшĕ чирлĕ пулин те унăн каялла завода таврăнма тивет. Пуçĕпех вара каччă 1952 çулта килет. Çав çулах çемье çавăрать.

Зоя Карповна ĕçлĕ пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Çĕрпỹри фельшерпа акушерсене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнăскер, малтанласа Сителĕнче икĕ çул ĕçлет. Унтан Кĕçĕн Арапуç ялне куçать, унтах тĕпленет. 40 çул ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшать.

- Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши эпир çемьеллĕ пурнăçра малтанхи çулсенче? Аса та илес килмест. Ун чухне вут хутса çăкăр пĕçереттĕмĕр. Ăна пичĕ хĕреличчен кăмакара тытнă. Чирлĕ çын патне иртерех каясси те пулнă. Çăкăра кăларма кỹршĕсене пĕрре мар хушса хăварнă. Каярахпа çак ĕçе ачасем явăçса пынă.

Ача садне, шкула куллен çитмеллеччĕ. Аслисене куç чирĕ нушалантаратчĕ. Ачасенче пыйтă тĕл пулатчĕ. Кăрчанак та тарăхтаратчĕ. Шĕврĕлченрен эмел параттăмăр. Тырпул пухса кĕртнĕ вăхăтра йĕтемре ĕçлекенсем патне çỹренĕ. Килĕрен 5-6 ача ỹсетчĕ. Çулталăка çитиччен сăнаса тăмаллисемех тепĕр чухне 25-30 ачана çитетчĕç,-тет Зоя Карповна.

Мăшăрĕн ĕç кунĕ те вăрăма тăсăлнă. Колхозăн хăма çуракан цехĕнче тăрăшнăран вăхăт çитнĕ тесе киле пăрахса килеймен. Ун чухне уйрăм çынсем те, пĕрлешỹллĕ хуçалăх та мĕн пур йывăçа çакăнта çуртарнă. Хальхи евĕр хăмасене сутăн илмен. Тепĕр чухне пĕр-пĕр çынах вите е пỹрт урайне сармалли, чỹрече хашакĕ тумалли, çурт тăррине витмелли строительство япалисене тĕрлĕ хулăнăшпа кăларттарнă. Пурин кăмăлне те тупма тăрăшнă.

Ачисем çитĕннĕ вăхăтра килте те ĕçĕ çителĕклĕ пулнă. Кашнийĕшне кĕпе-йĕм, тумтир çĕлесе, алса-нуски çыхса памалла. Çак ĕçе те хăй çине илнĕ кил хуçи. Çурçĕрччен çĕвĕ машини умĕнче ларнă. Мăнкуна кашнийĕшне çĕнĕ кĕпе çĕлесе тăхăнтартнă.

- Алла йĕп тытса курман эпĕ. Çири кĕпене те мăшăрăм çĕлесе панă. Алли-ури пур енĕпе те ăста. Выльăх тирне хăйех тирпейлетчĕ, кĕрĕк çĕлеме юрăхлă тăватчĕ. Çăм пушмаксем мĕн чухлĕ ăсталаман-ши? Пĕчĕкленнĕ сăран курткăсенчен карттуссем çĕлетчĕ. Паянхи кун та вĕсене пуçĕнчен хывмасть. Сивĕре ăшша тытаççĕ, ăшăра хĕвелтен хỹтĕлеççĕ,- тет мăшăрĕн ăсталăхне палăртса Зоя Карповна.

 Тăван тавралăх улăх та çаран ешерсессĕн хитрех çав. Пỹрт-çурта вара çитĕнекен ăру илĕртỹллĕ тăвать. Маркидановсем 8 ача çуратса ỹстернĕ. Пурте пурнăç çулĕ çине тухса çунатсем хушса вĕçнĕ. Люба, Фаинăпа Антонина хĕрĕсем яла качча тухнă. Кĕçĕнреххисем вĕрентекен ĕçне кăмăлланă. Иккĕшĕ те Патăрьелĕнчи шкулсенче ĕçлеççĕ. Юльăпа Наташа медицинăна кăмăлланă. Славик строительствăра, Юрий водительте ĕçлеççĕ. Альберт ывăлĕ чире пула пурнăçран ир уйрăлнă.

Ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ ĕç ветеранĕсем. Çывăхрисем тăван киле час-часах килсе çỹреççĕ. Мăнукĕсем те аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне тунсăхлаттарсах тăмаççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçрен уйрăлма васкаман мăшăр. Куллен колхоз садне утнă. Василий Петрович хуралçăра тăнă, Зоя Карповна панулми йывăçĕсен хушшине çулнă. Типĕтнĕ курăкне килти ĕне-выльăха çитерме илсе аннă. Ĕне, пăру кил картинче усрама пăрахни те нумай мар-ха.

- Кăçал панулми ăнса пулать. Хăмла çырли те шултăра та тутлă. Хамăр çитĕнтернине нимĕн те çитмест. Турачĕсем йăтса лараймаççĕ,- тет мăнукĕсене çитерме хатĕрлекен çимĕçсемпе паллаштарса В.Маркиданов.

Пуринпе те тарават ялăн хисеплĕ гражданинĕята тивĕçнĕ Василий Петрович. Пурне те ырă, ăшă сăмахсемпе йăпатма та, ăс парса вĕрентме те пултарать. Унăн кашни сăмахĕ витĕмлĕ, вырăнлă. "Курайманлăха çул ан ларăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма тăрăшăр",- тет. Çак сăмахсен çумне хушса тата мĕн калăн? Çамрăксене сумлă çулсене пуçтарнă çынсенчен ыррине çеç вĕренме сĕнесшĕн

. Пурнăçа ỹпкелемест мăшăр. Шăписене тав тăваççĕ. Пуянлăха çемьере, мулне ачисенче кураççĕ.

Пĕр-пĕрне сума суса, ăнланса пурăнни мăшăрăн пĕрлехи кун-çулне тата нумайлăха тăстăр çеç.

Вуннăмĕш теçеткене вакланăскерсем ăспа-тăнпа çỹреççĕ, кил хушшинчи ĕçсене хăйсемех пурнăçлаççĕ. Кỹршĕ-аршăпа, ял-йышпа, тăвансемпе кăмăллăн хутшăнаççĕ. Самана таппинчен юлмаççĕ. Хăтлă кил-çуртра пурăнаççĕ. "Авангарда" яланах çырăнса илеççĕ. Ăна куçлăхсăрах пĕр номерне сиктермесĕр вулаççĕ. Çĕнĕ хыпар пĕлес тесен вĕсен çумне çеç лармалла. Ял пурнăçне витĕр кураççĕ.

Нумаях пулмасть Зоя Карповнăпа Василий Петрович (çỹлти сăн ỹкерчĕкре) çемьеллĕ пурнăçăн 70 çулне - тивлетлĕ (благодатная) туйне - паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене сумлă кĕрекере "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕсемпе чысларĕç. Мăшăр кăвакарчăнсем евĕр шăкăлтатса пурăнаканскерсене сывлăх сунатпăр. Пурнăç илемĕ иккĕн- ре пулнине вĕсен тĕслĕхĕпе уççăнах çирĕплетме пулать.

 А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика