07 июня 2022 г.
Хирти Пикшикре пурăнакан Сармаевсен сĕтел тавра апатланма кунсеренех тăватă ăру пуçтарăнать: хисеплĕ тыл ветеранĕ 96 çулти Хайрикемель Фасхутдиновна, унăн ывăлĕпе кинĕ - Рифкать Энвербековичпа Фидания Абдуллахатовна, вĕсен ачисем - Ильназ Рифкатовичпа Зиля Хасиятулловна тата мăнукĕсем - Назил, Исмагиль, Ильдиле. Килĕшỹллĕ йышра кирек хăçан та ăшпиллĕх, тараватлăх, ырă кăмăл хуçаланать. Ватăсене хисеплесси, сума сăвасси, пĕр-пĕрне пулăшасси çемьере çирĕп йĕркепе пурнăçланса пырать. Ватти - ватă вырăнĕнче сумлă, çамрăкки те вĕсен йĕрĕпех пырать.
Çемьене пĕр чăмăрта тытса тăракан Хайрикемель аппа юлашки вăхăтра кил-тĕрешре питех тухсах çỹреймест. Эпи ăс-тăнпа çирĕп пулин те хăйсен çемйи пирки калаçу пуçарма 46 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан кинне шанчĕ. Хăйĕн хĕрĕ вырăннех хурса йышăнать вăл ăна. Ку таранччен йывăр сăмах каласа кỹрентермен çеç мар, кинĕпе хуньямăшĕ пĕр-пĕрин çине сивĕ куçпа та пăхман. Аçу-аннỹне хисепле, хăвнах ырă пулĕ, тенĕ ваттисем. Сармаевсемшĕн çак сăмахсем пурнăçра çул маякĕ вырăнĕнче темелле.
- Çак çемьене эпĕ Шăнкăртамран çĕнĕ кин пулса качча килнĕ чухне мăшăрпа пĕр тăванĕсем виççĕшĕ килтехчĕ-ха, ыттисем хулана вĕренме кайнăччĕ. Туслă та пысăк çемье мана тỹрех кăмăлтан йышăнни малашне пурнăç тăршшĕпех хавхалантарса пычĕ. Пире хамăрăн килте те атте-анне аслисемпе лăпкă та сăпайлă пулмаллине, вĕсене сума сумаллине вĕрентсе ỹстернĕ. Сармаевсем те ку тĕлĕшпе ялта яланах хисеплĕ пулнă. Çак ят-сума паян пирĕн ачасем, мăнуксем малалла тăсса пыни савăнтарать,- сăпайлăн çеç калаçăва хутшăнчĕ çемьен аслă кинĕ Фидания Абдулахатовна.
Ф. Сармаева паян тивĕçлĕ канура. Хăйĕн ĕмĕрĕн пысăк пайне шут ĕçĕнче тăрăшса ирттернĕ. Шупашкарти техникумра бухгалтер-экономист специальноçĕпе вĕренсе тухнă хыççăн Тутарстанра пĕр çул ĕçленĕ. Пĕрремĕш отпуска килсен вара урăх унта кайман, тỹрех Патăрьелĕнчи "Сельхозмонтаж" предприятие экономиста вырнаçнă. Кунтах шăпа пỹрнĕ телейне те тупнă, çамрăк инженерпа Рифкать Энвербековичпа çемье çавăрнă, икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Пысăк коллективра 20 çул экономистра тăрăшнă вăл. Сармаевсем хăйсен ĕçне яланах тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланă, коллективра иккĕшĕ те ырă ят çĕнсе илнĕ.
Каярахпа Фидания Абдулахатовна пилĕк яла пĕрлештерсе тăракан "Герой" колхозра тĕп бухгалтерта, юлашкинчен вара "Булат" строительство организацийĕнче тĕп бухгалтерта ĕç стажне малалла тăснă. Сăмах май каласан, унăн хуньашшĕ - Энвербик Сармаев (йывăр тăпри çăмăл пултăр) ĕçпе вăрçă ветеранĕ кая юлса пыракан колхоза 15 çула яхăн ертсе пынă, хуçалăха малтисен йышне кăларнă, пархатарлă ĕçсемшĕн, лайăх кăтартусемшĕн Ленин орденне те илме тивĕçнĕ. Паян çурт çинче çакăнса тăракан мрамор плита та ветеранăн хастар та пултаруллă ĕçне çирĕплетет.
Пĕр-пĕрне хисеплесси ачаран çирĕпленет
Пурнăçра çемье çавăрма, арлă-арăмлă, ача-пăчаллă пулма йывăр мар темелле. Анчах та ырă йăла-йĕркене малалла тăсса пырасси, аслисем такăрлатнă çула упрасси, çурт-йĕре тирпейлĕ тытса хушма хуçалăха аталантарасси, ял-йышра хисеп çĕнсе илесси, çав вăхăтрах çут тĕнчене килнĕ пепкисене тивĕçлĕ воспитани парасси тата ытти те пурнăçра çăмăлах пулманни паллă. Килĕшỹллĕ çак çемьере ку таранччен пĕр-пĕрне ăнланманлăх пулман. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ ваттисем. Фиданияпа Рифкать Сармаевсен икĕ ывăлĕ те пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, çемьеллĕ, кĕçĕн кинĕсене те вуннăмĕш теçеткене ваклакан кинемей асли пекех ăшшăн йышăннă.
- Телее, шăпа пире ку тĕлĕшпе кỹрентермен. Ильназ ывăлăмпа, Зиля кинĕмпе çемье çавăрнăранпах пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр. Пирĕн килте хăр-хар кăшкăрасси, пĕр-пĕрне кỹрентересси йăлара çук. Кинĕм фельдшерта, ывăлăм "Булат" строительство пĕрлешĕвĕнче тăрăшать. Вĕсен икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнет. Тепĕр ывăлсен те виçĕ ача. Хальхи вăхăтра хамăрăн телейшĕн, малашлăхшăн хамăрах тăрăшни кирлĕ тесе шутлатăп. Чи кирли çемьере пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни, пулăшса пыни, Коранта çырнă йĕркесене пăхăнса пурăнни,- тет лăпкăн çеç Фидания аппа. Сăмах май каласан, вăл мăсăльман тĕн йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнать. Медресе шкула çỹрет, араб чĕлхине вĕренсе алла илнĕ. Халĕ кашни кун пилĕк хутчен намаз вулать, ырă та тăнăç пурнăçшăн кĕл тăвать.
Хирти Пикшикре тăватă ăру пĕрле пурăнакан Сармаевсен кил-çурчĕ тĕреклĕ, капăр, хуçалăхĕ пысăк та хăтлă. Пĕрлехи вăйпа вĕсем йышлă выльăх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, тăванĕсемпе кил кĕрекинче пуçтарăнса калаçса ларма кăмăллаççĕ, ушкăнпа канма çỹреççĕ тата ытти те. Çакă çемьешĕн чи пысăк телей, савăнăç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)