Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литература каçалăкĕ анлă, ентешĕмĕрсен ĕçĕ мухтавлă

29 марта 2022 г.

 Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ паллăпа çырăнса юлĕ. 2022 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕ йĕркеленсе кайнăранпа 95 çул çитет. Çавна май Патăрьелĕнчи "Централизациленĕ библиотека системи" учреждени çумĕнчи пенсионерсен "Савăнăç" клубăн тата районти пенсионерсен пĕрлĕхĕн хастарĕсемпе йĕркеленĕ "Патăрьел районĕн литература сукмакĕпе" çул çỹрев проекчĕ шăпах хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ паллă писатель-поэтсемпе, творчество каçалăкĕнче сумлă йĕр хăварнă ентешĕмĕрсемпе çывăхрах паллашассипе çыхăнчĕ. Литература сукмакĕпе Пикшик, Первомайски, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль ялĕсенчи библиотекăсене çитрĕç, вулавăш, культура ĕçченĕсемпе, ял хастарĕсемпе, çак тăрăхра çуралса ỹснĕ поэт-писательсен тăванĕсемпе, вĕсене çывăх пĕлекенсемпе ăшпиллĕ тĕл пулу йĕркелерĕç.

Фэтхи Бурнаш - Пикшиксемшĕн çывăх хурăнташ

Хирти Пикшиксемшĕн Фэтхи Бурнаш (Фатхелислам Закирович Бурнашев) пысăк мăнаçлăх. Вăл харăсах темиçе жанрпа ĕçленĕ: драматург, поэт-прозаик, публицист, куçаруçă, çав вăхăтрах театр деятелĕ те. Хусанти медресере пĕлỹ илнĕ хыççăн вăл хаçат-журналта редактор пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех тутарсен тĕп хулинче театр директорĕнче те хăйĕн хастарлăхне кăтартнă, театр искусстви пирки статьясем çырнă. Каярахпа литература каçалăкĕнче ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тунă, унăн 20 ытла пьеса пичетленсе тухнă.

 Фэтхи Бурнаш А. Пушкинăн "Евгений Онегин" сăвăлла романне, Н. Островскин "Как закалялась сталь", М. Горькин "Мать", И.Тургеневăн "Отцы и дети" романĕсене, Л. Толстойăн "Хаджи Мурат" повеçне тутарла куçарнă. Ф. Бурнаш пьесисене Хусанти, Аçтăрханти, Пушкăртри театрсен сцени çинче те лартнă. Сăмах май каласан, Пикшикри халăх театрĕн артисчĕсем те ентешĕн пьесисене хапăлласах выляççĕ.

 Творчество çыннин шăпи синкерлĕ çаврăнса тухнă. 1940 çулхи августăн 24-мĕшĕнче ăна арестленĕ, суд йышăнăвĕпе вунă çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Тепĕр икĕ çултанах персе вĕлернĕ... 1957 çулта вара ентешĕн таса ятне каялла тавăрнă.

Тĕл пулура Хирти Пикшик ял вулавăшĕн библиотекарĕ Э. Камалетдинова Ф. Бурнашăн пурнăçĕ, творчество аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, вĕсем З. Вахитова культура ĕçченĕпе кăтартнă "Каты корт" сценка, Талия Земдиханова педагог-ветеран вуланă сăвăсем вара пурне те тыткăнларĕç.

 "Çуралнă эпĕ Арапуçĕнче, сăвви-юрри те Арапуç çинчен..."

Çак йĕркесен авторĕн Митта Ваçлейĕн тăван ялĕнче, Первомайскинче, йĕркеленĕ тĕл пулура хисеплĕ поэтăмăрăн чун-чĕререн шăранса тухнă йĕркисем ĕмĕр вилĕмсĕр пулни сисĕнчĕ. Чăвашлăхшăн ăнтăлнă сăмах ăсти, куçаруçă, критик, СССР Писательсен союзĕн членĕ Василий Егорович Митта тăван ял масарĕнче канлĕх тупнăранпа кăçал 65 çул çитет пулин те хурăнташ-пĕлĕшĕ ун çинчен хăйсем курнине, ас тунине, вăл тỹрĕ чунлă та ырă кăмăллă пулнине хавхаланса каласа пани пурне те тыткăнларĕ. Сăмах май каласан, Митта Ваçлейĕ хальхи "Авангард" хаçата йĕркелекенсенчен пĕри пулнă.

 - Вăл пире кашнине хăйне евĕр чăвашлатса чĕнетчĕ: Униççе, Вĕçелис, Елис, Ульха... Пирĕн пата килсен кашнине йĕркипе тăрататчĕ те пĕрер ывăç мăйăр паратчĕ, пурне те йăтса илсе юрататчĕ... Яланах типтерлĕ те кăмăллă, яшт! çеç çỹретчĕ. Çамки çине усăнса анакан хумлă та кăпăшка çỹçĕ, тĕрĕллĕ шурă кĕпи, шурă плащпа çавăн тĕслĕ пушмакĕ манăн асра ĕмĕрлĕхех юлнă. Унăн сăввисене, вăл вунă çул тĕрмере ларса ирттернĕ йывăрлăхĕсене эпир каярахпа çеç ăнланма пуçланă,- аса илчĕ тăванĕ пирки Василиса Михалукова пенсионерка.

Митта Ваçлейĕн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Иван Степанов та поэтăн сăввисене пăлханмасăр вулаймарĕ. Мероприятие хутшăннă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Елена Кузнецова, Первомайски ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Верликов тата ыттисем те Аслă Арапуç тăрăхĕ ентешсен пултарулăхĕпе чăнласах та мухтанма пулнине çирĕплетрĕç. Митта Петĕрĕ, Василий Давыдов-Анатри, Николай Исмуков поэтсем, Вениамин Ильметов юрăç-композитор, Петр Пазухин фольклорист тата ыттисем те тăван район чысĕпе мухтавĕ шутланаççĕ.

"Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр тăма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пысăк пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман",-çапла хак панă пирĕн ентешĕмĕрĕн пултарулăхне педагогика наукисен докторĕ Геннадий Волков профессор.

Айхи сăввисем тĕнчипе янăраççĕ

Çĕньялта çуралса ỹснĕ Геннадий Айхи - литературăри пултарулăхĕпе тĕнче шайне çĕкленнĕ поэт та. Унăн сăввисене паян франци, итали, нимĕç, акăлчан, венгри, польша, швед тата тĕнчери ытти чĕлхепе те мăнаçланса вулаççĕ. Литературăри çитĕнỹсемшĕн поэт тĕрлĕ патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ.

Геннадий Николаевича творчество çулĕ çине кăлараканĕ - унăн ашшĕ. Вăл учитель пулнăран ăна пĕрмаях вырăсла вĕрентнĕ. "Манăн аттен килти вулавăшĕ пекки никамăн та пулман-тăр. Вăл мана Пушкин, Лермонтов, Крылов... хайлавĕсене мĕн ачаран сасăпа вуласа паратчĕ. Юрлама юрататчĕ..." - аса илнĕ Г.Айхи. Ашшĕ çулĕпе кайсах вăл 1949-1953 çулсенче Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ, унтан Мускаври Литература институтĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Ача чухне чăвашла сăвăсем çырнă, каярахпа вырăсла та шăрçаланă. Нумай чĕлхене алла илме пултарнă поэт литературăри поэзи пултарулăхне куçарупа та шайлаштарса пынă. "Поэты Франции", "Поэты Польши" тата ытти те унăн пархатарлă ĕçĕсем. Чăваш литературишĕн Г. Айхин "Чăваш поэзийĕн анталогийĕ" питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 Г. Айхи 2006 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче тăван ял масарĕнче канлĕх тупнă. Унăн ячĕпе паян Çĕньялта вăл вĕреннĕ тăван шкул хисепленет. Унта унăн пурнăçĕпе çыхăннă музей та пур. Тăван ялти кану паркне те Геннадий Айхиех хисеплесе уçнă.

 Ял халăхĕ пурнать пĕр вăй пек кĕрлесе, мĕн пур йывăрлăха утать вăл çĕнтерсе

"Патăрьел районĕн литература сукмакĕн" пĕрремĕш маршручĕ (вăл кашни кварталтах пулмалла) Нăрваш Шăхалĕнчи библиотекăра вĕçленчĕ. Иртнĕ çул "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн юсаса çĕнетнĕ клубра вырнаçнă вулавăшра паян ăшă çеç мар, хăтлă та, кăмăллă та. Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне, Юхмапа Пăла тăрăхĕ 95 çул тултарнине халалласа ятарлă стендсем хатĕрленĕ. Унта, паллах, район, республика аталанăвне пысăк тỹпе хывнă хастарсене кĕртнĕ. Литература тĕнчине илес пулсан вара Нăрваш Шăхальсемшĕн Раиса Сарпипе Альбина Юрату иккĕшĕ икĕ тĕрлĕ "çăлтăр" шутланаççĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Васильевна Сарпи (Бородкина) 30 ытла кĕнеке, 300 ытла ачасемпе çитĕннисем валли çырнă юрăсем, чылай куçару, пукане театрĕн сцени çинче лартнă 10 пьеса авторĕ. Унăн йăмăкĕ - Альбина Васильевна Юрату (Любимова) та Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вĕсен çемйинчи литература сукмакĕ вара ашшĕнчен Василий Велвокайран (Яковлев) куçнă.

Çак ялпах ытти паллă ентешсен ячĕсем те çыхăннă: ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Эриванов, РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Владимирпа Клара Чекушкинсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Молодцыгин, филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев тата ытти те. Алина Фроловăпа Ирина Аксакова библиотекарьсем вĕсем пирки хатĕрленĕ презентаципе тĕплĕн паллаштарчĕç. - Кашни çыншăнах тăван ял, унăн ĕçчен те пултаруллă çыннисем çывăх. Пирĕн Нăрваш Шăхаль ялĕ сăвăçсене çеç мар, тава тивĕçлĕ артистсене, спортсменсене, учительсемпе тухтăрсене тата ыттисене те çитĕнтернишĕн чун-чĕререн савăнатпăр,- терĕ тĕл пулăва пĕтĕмлетсе Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика