Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлĕве ỹстермелли майсем çителĕклĕ

17 декабря 2021 г.

Патшалăх çитĕнекен ăрăва аталанма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшать. Акă, Хирти Пикшикри вăтам шкул тул енчен те, шалтан та веçех кивелсе çитнĕччĕ. Чỹрече хашакĕсенчен çил вĕретчĕ, урай хăмисем çĕрĕшнĕччĕ, çурт ăшă тытмасчĕ. Паян вара кунта пачах урăхла. Шкула утнăçемĕн утас килет.

Вĕренỹ кабинечĕсем илĕртỹллĕ. Сĕтел-пукан çĕнĕ. 19 класс-комплект валли пỹ- лĕмсем çителĕклĕ. Ача сачĕ те юнашарах. Вĕренỹ учрежденине çĕнетнĕ май шкулти стендсене те сăн кĕртрĕмĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса алла хĕç-пăшал тытса çапăçнисене манмалла мар пирĕн. "Никама та манман, нимĕн те манăçман" стенд турăмăр. Ку енĕпе ачасемпе педагогсем тĕпчев ĕçне явăçнă. Ентешсенчен чылайăшĕ ăçта вилнине, вĕсен вил тăпри вырăнĕсене шыраса тупнă.

Çывăхри пилĕк ялтан пĕлỹ пухма çỹреççĕ шкула. 271 ача вĕренет. Педагогсем çителĕклĕ. Пурте аслă пĕлỹллĕ, 14-шĕ аслă категориллĕ, чылай çул ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Пĕри Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне илнĕ.

Ачасемпе мал ĕмĕтлĕ ĕçлеме пултарни хăйĕн çимĕçне паратех. 2021-2022 вĕренỹ çулĕнче Павел Петровпа Залина Шагаева район пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ. 11 класра вĕренекен Павел çавăн пекех биологипе (вĕрентекенĕ О.Мефодьева), 9 класри Залина экономика тата правопа (Э.Молотков) олимпиадăра малта пулчĕç. А.Камалетдинова (Р.Камалетдинова) тутар чĕлхипе регион шайĕнче призер пулчĕ. Д.Иванкина вара чăваш чĕлхипе (И.Пестрова) районта çĕнтерỹçĕсен йышĕнче.

 3 б класс ачисем (Л.Данилова) "Чăваш ачи чăвашах" республикăри пиллĕкмĕш фестивальте "Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн" номинацире çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

 Алă ĕç ăсталăхĕпе Тимофей Красновпа (И.Пелеев) София Николаева (Л.Данилова) районта пĕрремĕш, Надежда Цаплина (Т.Пелеева) иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

 Диана Иванкина оратор ăсталăхĕпе республикăра çĕнтерỹçĕ, Валерия Жолобова (И.Пестрова) призер пулчĕç.

 "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн шкулта "Точка роста" уçнине ырласа хăвармалла. Çакă предметсене туллин алла илме тата хушма пĕлỹллĕ пулма пулăшать. Ачасем проект ĕçĕсене явăçаççĕ. Уроксем хыççăн та унта рефератсем хатĕрлеççĕ.

 Шкулта ачасене 12 кунлăх менюпа апатлантаратпăр. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем тỹ-левсĕр 10 сехетре çиеççĕ. Меню пуян. Çавăн пекех пахча-çимĕç, улма-çырла та пур. Печени-конфет та тивĕçет. Сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьерисем, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисем кунне икĕ хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çиеççĕ. Çак çăмăллăхпа 12 ача усă курать.

 Районти столовăйсен конкурсĕнче пирĕн шкулти иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Э.Яраханова, Д.Даутова, А.Яфизова поварсем куллен техĕмлĕ апат хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Менюна пăхăннине тата документацие Г.Чемерова йĕркелесе пырать. Сăмах май çакна та палăртмалла. Гелюсе Минулловна ĕçĕпе ачасен ашшĕ-амăшĕ, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн специалисчĕсем те кăмăллă. Çакна канашлусенче пĕр хутчен мар палăртнă.

"Ирхи апат - директорпа" акцие вĕренекенсен ашшĕ-амăшне те чĕнтĕмĕр. Аслисем кашни апата тутанса пăхма пултарчĕç. Сертификациленĕ таварсемпе çеç усă курнăран ашшĕ-амăшĕ кăмăллă юлчĕ. Апат пахалăхне администраци енчен те сăнасах тăратпăр.

 И. КАМАЛЕТДИНОВ, шкул директорĕ

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика