Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пылак кучченеçпе сăйларĕç

14 декабря 2021 г.

Çĕнĕ çула ватти-вĕтти кĕтет. Çитĕнекен ăру вара пушшех те. Юлашки çулсенче ачасене асамлăх тĕнчине илсе кĕрес тĕллевпе "Ĕмĕт елки" акци йĕркелеççĕ. Кăçалхипе вăл тăваттăмĕш çул пырать. "Манпа ĕмĕтлен" ятпа иртет.

Вĕрентỹ учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен умне капăрлатнă елка çине ачасем Хĕл мучипе Юр пике илсе килсе пама пултаракан ĕмĕтсене çырса çакаççĕ. Çитĕнекен ăру ĕмĕтне пурнăçа кĕртме вара аслисем, предпринимательсем, волонтерсем, ырă кăмăллă çынсем явăçаççĕ. Акци вăхăтĕнче сусăр, тăлăха юлнă, йышлă ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасен кăмăлĕсене тивĕçтерни мĕн тери сăваплă. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Хирти Пикшикри вăтам шкула Олег Гордеевпа Лидия Селиванова çитрĕç. Вĕсем ачасен пĕр ушкăнне Çĕнĕ çул кучченеçĕ пачĕç. Халиччен темиçе хутчен те çынна ырă тунă вĕсем. Ачасем те парăмра юлмарĕç. Аслисене савăк юрăсемпе савăнтарчĕç.

Олег Ефимовичпа Лидия Евдокимовнăна тав тунă май шкул директорĕ И.Камалетдинов вĕсене малашнехи пурнăçра ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Ытти çулсенче кирек хăш предприниматель ыр кăмăлпа парнеленĕ япаласене ачасем кăмăлтан йышăннине, вĕсене типтерлĕ упранине палăртрĕ. Руслан Каштанов та çак тỹпеме пысăк вăй хунине асăнчĕ.

Аслисем кĕçĕннисене шкулта лайăх вĕренме сĕнчĕç. Лидия Евдокимовна пĕрремĕш хут мар çак шкулта. Маларах вăл, предприниматель пулнă чухне, ачасене шкул формисемпе те тивĕçтеретчĕ. Çавна май Ыхра Çырминчи, Тутар Сăкăтĕнчи, ытти шкулсенче те час-часах пулатчĕ.

- Ача чухне пылак çимĕç çиес килетчĕ. Пирĕн ỹсĕмре ăна илсе пама атте-аннен укçа-тенки çитсех кайман. "Çывăх çыннăмсем мĕншĕн сутуçă пулман-ши?" тесе пăшăрханаттăм. Халĕ Тикешри "Юман" лавккара ĕçленĕ май тавар туянма пыракан кашни ачана тенĕ пекех конфетпа сăйлама тăрăшатăп. Унпа çын çука юлмасть. Ырă тăвакана Турă ытларах та парать,- тет Л. Селиванова. Тĕрĕс палăртать Лидия Евдокимовна. Çынна ырă туни çĕре ỹкместех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика