16 ноября 2021 г.
Çулсем аслăланнăçем ыйхăсăр каçсем нумайланса пыраççĕ. Тем пек çывăрас тесен те, куçа хупса выртсан та "тăмани" килмест. Çавăн пек чухне утса тухнă кун-çулти самантсем кинофильмри кадрсем пек пĕрин хыççăн тепри курăнаççĕ. Аслă Чементи Р. Мулгачеван (хĕр чухнехи хушамачĕ Турхан) аса илмелли вара тем чухлех: хăш-пĕр самантсем куççуль кăлараççĕ, теприсем савăнăç туйăмĕ парнелеççĕ. Пурнăç кустăрми пĕр йĕрпе çеç кусман çав. 1939 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче çуралнăскерĕн ачаллах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин терт-нуши витĕр тухма тивнĕ. Çĕнтерỹ хыççăн та çăмăлах пулман.
Ир такăнсан каçчен
Роза Рафаиловнан аслашшĕпе асламăшĕ те учитель пулнă. Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнăскерсем Аслă Чементи шкула ачасене вĕрентме килнĕ. Каярах кунта тĕпленнĕ. Рафаил ывăлĕ те вĕсем пекех преподаватель профессине алла илнĕ, Мускаври Суворов шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Пурнăçри тĕрлĕ сăлтавпа каярах асламăшĕ ывăлĕн çемйипе пурăннă. Ишлĕ хĕрĕ Матрена Михайловна кин пулса килне кĕрсен те çемьере тăнăçлăх хуçаланнă. 1941 çул вара вĕсемшĕн те йывăрлăхсем, çухатусем илсе килнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Рафаил Андреевича та повестка панă. Августăн 19-мĕшĕнче, Вăтаçĕр сăпас кунхине, ирхине-ирех вăл ялти 7 арçынна Аслă Арапуçне салтака кайма леçсе ярать те хăй Аслă Чемене çити чупса килет.
"Асаннепе анне сăра тунă пулнă, тет. Атте ăна шетникренех ĕçнĕ те хăйне валли савăта тултарнă. Çав кунах анне ăна фронта ăсатнă. Канашра вăл Пăлапуç Пашьелĕнчи шкулта хăйĕн пекех учитель пулса ĕçленĕ Сакмарова курнă. Вăл вăрçăран аманса таврăннă, - тесе аса илсе каласа паратчĕ анне", - тет Р. Мулгачева. Арçын ун чухне çывăх çыннисене, тăван ялне юлашки хут курнă.
Çак çулах ноябрь уйăхĕнче çемьен пысăк çухатăва чăтса ирттерме тивнĕ. Кỹршисене нушаран пулăшнă вăхăтра Роза Рафаиловнан асламăшĕ хăй чирлесе каять. Вăй питти хĕрарăм килĕнче виçĕ эрне нушаланса выртнă хыççăн куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Ялти çынсемпе ăна тирпейлесе пытараççĕ. Вил тăпри çине хĕрес те лартаççĕ, анчах та коммунистсем учительница партинче тăнипе урлине илсе пăрахаççĕ. Кайран тин çаптарса хунă. Çуртра кинĕ икĕ ачипе тăрса юлнă.
Йĕпе çине сапа тенешкел, Р. Мулгачеван ашшĕ (Роза Рафаиловна 1943 çулта пек ас тăвать. - Авт.) нимĕçсем патне тыткăна лекет. Унтан хăтăлса тăван çĕршыва таврăнсан ăна хăй ирĕкĕпе тăшмана парăннă, сутăнчăк тесе тĕрмене хупаççĕ. Çакăн хыççăн унăн çемйине те ссылкăна ăсатмалла тăваççĕ. –
Анне ĕçе кайнă ун чухне. Шăп çĕр улми лартнă вăхăт. Мана шăллăмпа тăратса хăварнă. Пирĕн умма велосипедлă арçын чарăнчĕ. Чỹречерен пăхрăм та, пỹрт тĕлĕнче тата çынсем пухăннă. Пуçтарăнса çитсен çурта кĕресшĕн пулчĕç. Мана алăка уçма ыйтрĕç, эпĕ сас-хура памарăм. Каярах хăйсемех чышса уçрĕç. Ара, чус алăка патакпа кăна тĕкĕлесе хунă та, вăй питти арçынсене ăна уçасси ниме те тăмарĕ. Кĕчĕç те япаласене пуçтарма пуçларĕç. Кровате те илсе тухрĕç. Куçкĕские сĕтĕрнĕ чухне пĕр арçыннин пĕççинчен çакăнтăм та кăшкăрса йĕретĕп. Мана илтекен никам та çук. Кĕтỹри ĕне тата вучахра хуран тăрса юлчĕç. Ĕçлеме кайнă аннене виçĕ хĕрарăмпа пĕр арçын ача вăкăрпа илсе килчĕç. Тăнне çухатнăскере киле илсе кĕчĕç. Эпĕ вăл вилнĕ пуль тесе хăранипе анне çине выртса йĕме пуçларăм.
Каçпа ăçта та пулин çывăрмалла вĕт, пире хĕрхенсе кỹршĕсем хăйсен кивĕ тумтирĕсене пачĕç. Çиме каснă çĕртен тăрса юлнă çĕр улмипе колхоз тивĕçтерчĕ. Ял халăхĕ çемьене ссылка ярас мар тесе тăрăшнипе кунтах тăрса юлтăмăр.
Атте тĕрмерен таврăнаймарĕ, 10 çул ларнă хыççăн вилнĕ. Анне ăна типĕтнĕ çĕр улми, махорка, алса-чăлха яра-яра паратчĕ, - куççульне шăла-шăла аса илчĕ ачалăхне Роза Рафаиловна.
Сиктермен шăпа кĕленче сăпкара
Вăрçă ачисен ĕç çумне ир çыпçăнма тивнĕ. Пĕчĕклех вĕсем пучах пуçтарма çỹренĕ. Хĕр ача 11 тултарсан ăна амăшĕ хăйĕнпе пĕрле утă çулма илсе кайнă. Çапла Р. Мулгачева çава тытма хăнăхнă. Каярах çурлапа тырă та вырма вĕреннĕ.
- Анне вăрмана утă çулма кайма тухнă. "Эпĕ паян тырă вырма каятăп", - тетĕп. Вăл вара çурлана пытарса хăварчĕ. Шыра-шыра киввине тупрăм. Санькки тетене авăр ларттартăм. Юлташ хĕр ачипе пĕрле кайрăмăр. Пире илесшĕн мар тырă выракансем, эпир вĕсенчен юлмарăмăр. Ун чухне звеньевойсем кашни çынна 20-шер метр таптаса паратчĕç, пире 20рен иртнĕ хĕрсем хăйсен çумне пĕчĕкрех лаптăк уйăрса пачĕç. Хамăр вырма та, кĕлте çыхма та пĕлместпĕр. Ыраша тымарĕпе те тăпăлтарса кăларатпăр, пĕр çĕре пуçтаран пекки туса никам та курман чух хĕрсен тĕмĕсем айне чиксе хăваратпăр. Эпир мĕн хăтланнине Натиç аппа сăнаса тăнă иккен, вăл чĕнсе илсе кĕлте çыхма хăнăхтарчĕ. Кăнтăрла Аслă Арапуçĕнчен папкăллă икĕ арçын çитрĕ, вĕсем пуху ирттерчĕç. Унтан столовăйĕнче вăй хуракансем шетникпе яшка илсе килчĕç. Юлташпа пирĕн апатланма савăт та çук. Çынсем çисе тăраннă хыççăн эпир вĕсен чашăк-кашăкĕпе усă куртăмăр. Яшкана кăштах çĕр улми, пиçен çулçи янăччĕ. Хальхи ачасем ăна сыпса та пăхмаççĕ ĕнтĕ, анчах вăл пирĕншĕн питĕ тутлă пулчĕ. Ленкеспе (йывăçран тунă хупăллă савăт) турăх илсе килнисем те пире хăналарĕç. Ĕçленĕшĕн çур килограмм çăкăр пачĕç. Уншăн мĕнле савăннине каласа та кăтартма çук! Çапла ĕçе хăнăхнă.
Кăнтăрла вырнă, каçпа молотилка патне кĕлте сĕтĕрме кайнă. Тĕттĕмччĕ хирте каçпа, кăштах çутă пултăр тесе пирĕн хунара çутатчĕç, - тет сăмах çăмхине малалла сỹтсе Р. Мулгачева.
Роза Рафаиловна шкулта та лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Ăна Патăрьелĕнчи медучилищĕне вĕренме ярасшăн пулнă, анчах çамрăк хĕр тăла чăлхапа тата çăпатапа çỹренĕшĕн вăтанса кайман. Пĕлỹ илес вырăнне вăл сурăх фермине ĕçлеме, каярах почтăна хаçат-журнал салатма вырнаçнă. Ялти çамрăксемпе пĕрле Иваново облаçне те вăй хума каяс ĕмĕчĕ пысăк пулнă, çулĕ çитменнипе тата çумĕнче паспорт çуккипе инçе çула тухайман.
17 тултарса 18 çула кайсан хăйĕнчен 7 çул аслăрах Аслă Чемен каччипе çемье çавăрнă. Ăна та шăпа пуçран ачашламан. Амăшĕ вăл салтакра чухне вилнĕ. Килĕнче тракторпа çỹренĕ чухне урине таттарнă аппăшĕ тата шăллĕпе йăмăкĕ пулнă. Çамрăксем уйрăлса тухса çурт хăпартнă, 5 ача çуратса ỹстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Виçĕ ывăлĕ салтак аттине тăхăннă. Шел, пĕри чире пула 28тах куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
- Качча кайнă хыççăн почта та, сурăх фермине те ĕçлеме упăшка ямарĕ. Малтанласа пĕрле бригадăна çỹренĕ, кайран вăл строительсен бригадинче тата ытти çĕрте тăрăшнă. Ача çуратсан та килте ларман. Асли шăп Илен кун çут тĕнчене килчĕ. Сентябрьте çĕр улми кăларма пикенчĕç, мана та пай парса хăварнă. Ачана пăхакан никам та çук, ирĕксĕрех ăшăрах япаласемпе чĕркесе хампа пĕрле илтĕм, витрене тытрăм та ана еннелле кайрăм. Утса пыратăп, куççуль шăпăр-шăпăр юхать. Уйпа юнашарах пỹртре тăлăх арăм пурăнатчĕ - Аниççе аппа. Вăл мана хĕрхенсе ачана илсе юлчĕ. Ывăла та пăхрĕ, хама та вĕри шỹрпе сыптарчĕ. Хир тăрăх ача нумай сĕтĕрнĕ ĕнтĕ.
Çулла колхозра ĕçлекенсене кăшт çăмăлтарах пултăр тесе 25-30 кунлăх ачасене валли ясли уçатчĕç. Унта та тăратса хăварнă. Вилнĕ ывăла та, иккĕ те тултарманскере, çавăнта янăччĕ. Çапла пĕр кунхине малтан бригадир хушнипе тырă тултартăмăр ытти хĕрарăмсемпе, кайран акма кайрăмăр. Кăнтăрла иртсен Георгий Николаевич Тарасов председатель пирĕн пата машинипе васкаса килчĕ те: "Сан унта тахăш ачуна мотоцикл çапса хăварнă", - терĕ. Пурин пирки те манса Первомайски больницине васкарăм. Эпĕ çитнĕ тĕле ывăла тухтăрсем реанимаци уйрăмне илсе кĕнĕ, суранĕсене çĕленĕ. Паллама та çукчĕ ăна. Икĕ уйăх çурă сиплентĕмĕр. Кайран шкулта та лайăх паллăсемпе кăна вĕренчĕ, анчах ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, - тесе каласа пачĕ вăрçă ачи.
80 çул урлă каçнă хĕрарăмăн пурнăçĕ çăмăл килмен, хуйхи-суйхине яланах ĕçпе пусарма тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл пурăнакан çурт çине "Кунта КПСС 25 съезчĕ ячĕллĕ колхозăн тава тивĕçлĕ колхозникĕ Р.Р. Мулгачева пурăнать" текен сумлă хăмана çапнă. Унтанпа шыв-шур сахал мар юхнăран вăл кивелнĕ те ĕнтĕ, апла пулин те Роза Рафаиловна патне хăйне майлă хисеп çуратать. Ытти наградăсем те унăн çителĕклех.
Р. Мулгачева паян пĕчченех пурăнать. 7 çул каялла вăл мăшăрне пытарнă. Ачисем, мăнукĕсем ăна тунсăхлама памаççĕ, хăнана килсех çỹреççĕ, килти ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)