03 ноября 2021 г.
Пикшик ял тăрăхĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пысăк хутлăхсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра ултă ялта виçĕ пине яхăн çын пурăнать. Çак тăрăхра мĕн ĕлĕкренпех чăвашсемпе тутарсем тăванла килĕшỹре пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрлех савăнăçа пайлаççĕ. Нимене те юнашарах кар тăраççĕ. Ырă йăла-йĕрке упранса ламран-лама куçса пыни вырăнти халăхăн пурнăçне кирлĕ пек аталантарма, ялта пурăнакансем валли курăмлă улшăнусем тума пулăшса пырать: çулсеренех ялсен инфратытăмĕ çĕнелет, хăтлă культура çурчĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, вĕрентỹ учрежденийĕсем капăрланаççĕ, çулсем çĕнелеççĕ тата ытти те.
Çулталăк каялла çеç Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çăмăл мар "тилхепине" тытса пыма пикеннĕ Владислав Красновпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕ-хĕлĕ, тăван ен аталанăвĕ, пархатарлă та ырă ĕçсем пирки сăмах пуçарсан калаçу хăйне хăйех çыхăнса пычĕ. Мĕншĕн тесен çулталăк хушшинчех вĕсем халăх ырлăхĕшĕн, ялсен аталанăвĕшĕн, çĕнелĕвĕшĕн сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Ку тĕлĕшпе малалла тăрăшмалли тĕллевсем те пысăк.
- Халăхпа пурăнакан халсăр та, хевтесĕр те мар. Вырăнти хăй тытăмлăх - ялта пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерес, хамăрăн тавралăха хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе ĕçлекен орган. Çавăнпа та влаçпа халăх хушшинчи çыхăну пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен программăпа, пуçару бюджечĕпе пурнăçласа пыракан ырă ĕçсем шăпах пĕрлехи вăйăн, пĕр шухăшлăхăн результачĕ. Сăмах май каласан, çулталăк каялла ялсенче граждансемпе йĕркеленĕ пухусенче халăх вырăнти муниципалитета сĕнỹпе тухнă ыйтусене пурне те пурнăçа кĕртнĕ темелле. Вĕсем кашниех яла аталантарассипе, инфратытăма çĕнетессипе çыхăннăскерсем,- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов.
Кирек ăçта кайсан та чăн малтанах куçа тирĕнекен çитменлĕх - çул пахалăхĕ. Кăçал çак ыйтупа Пикшик ял тăрăхĕнче сахал мар ĕç тунă. Чăн малтанах ял çыннисене тахçанах канăçсăрлантаракан ыйтăва - Еншик ялĕнчен тỹрреммĕн Хирти Пикшике каякан çула тикĕслесе вак чулпа хытарнă. Еншикре, Кĕçĕн Арапуçĕнче, Тикешре те çынсем пухура хускатнă ыйтăва пурнăçа кĕртсе кĕме-тухма йывăр урамсене ытларах пуçару бюджечĕпе, çулсене юсамалли программăпа "çутта кăларнă".
Çулсене йĕркене кĕртнипе пĕрлех халăха пăшăрхантаракан çутă ыйтăвне те пурнăçа кĕртсе пынă. Кăçал Еншикри Комсомольская тата Центральная урамсене (2 çухрăм ытла ) çутăпа тивĕçтернĕ. Çакнашкал ыйтупах Тикешре те ĕçленĕ. Çитес çул Именкассинче юлнă тепĕр урамра, çавăн пекех Еншик ялĕ витĕр тухса каякан çул хĕррипе те юпасем лартса çак ĕçсене пурнăçлама палăртнине пĕлтерчĕ Владислав Алексеевич. Малашлăх плансене аса илнĕ чухне Еншикре клуб, Тикешре ФАП тăвасси те тимлĕхре пулнине те çивĕчлетрĕ ертỹçĕ.
2021 çул Хирти Пикшикшĕн уйрăмах тухăçлă та ăнăçлă пулчĕ темелле. Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче кунти вăтам шкула аллă процент тата унтан ытларах кивелнĕ муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсамалли программăпа çĕнетме пикенчĕç. Кăçалхи Пĕлỹ кунĕ тĕлне вара ачасемпе вĕрентекенсемшĕн пысăк парне пулчĕ. Паян икĕ хутлă капăр шкул аякранах илемлĕн курăнса ларать.
Хирти Пикшикрех ял поселенийĕпе халăх вăйне пĕрлештерсе пĕр тăван Хамдеевсен ячĕпе хисепленекен пĕр çухрăм ытла тăсăлакан урама тирпейленĕ. Кунта пурăнакансем килĕренех пархатарлă ĕçе хутшăнса укçа-тенкĕпе пулăшнă темелле. Ырă пулăм ыттисемшĕн те тĕслĕх. Вĕсен пуçарăвне ырласа çак ялти Фетхи Бурнаш ячĕллĕ урамра пурăнакансем те хăйсен касне нимелле тенĕ пекех тирпейлесе хунă. Пуçару кăтартакан хастарсене вара ял тăрăхĕ кирек хăçан та алă тăсса пулăшать.
Халăхпа кар тăрсан кирек мĕнле ĕçе те парăнтарма пулать. Çак ялтах нумай пулмасть ял-йыш вăйĕпе тата хастарлăхĕпе масар çинчи çỹллĕ йывăçсене, хăрăк-туратсене касса тасатма пикеннĕ. Пархатарлă ĕçе аслисем те, çамрăксем те хутшăнаççĕ. Эпир пынă чухне те кунта хĕрỹ ĕç вĕретчĕ. Халăх вăйĕпех масар тавра профнастилпа тытатчĕç.
Кĕçĕн Арапуçĕнче - асфальтлă çул, юсаса çĕнелнĕ клуб, çĕнĕ ФАП...
Патăрьел районĕнче çулсеренех социаллă культура объекчĕсем, ФАПсем хута каяççĕ, шкулсене, ача сачĕсене çĕнетеççĕ, спорт площадкисем, ача-пăча лапамĕсем тăваççĕ, ял хуçалăх продукчĕсене тирпейлекен цехсем çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ, ял инфратытăмне çĕнетес тĕллевпех çулсем сараççĕ, юсаççĕ тата ытти те. Вĕсем пурте халăхăн пурнăç условийĕсене хăтлăлатмалли федераци, республика, муниципалитет программисемпе пулса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе Пикшик ял тăрăхĕнче те ырă улшăнусем сахал мар. Акă, кăшт маларах ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли республика программипе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Арапуçĕнче икĕ çухрăма яхăн тăсăлакан çула асфальтпа çыхăнтарчĕç. Пуçару бюджечĕпе усă курса яла кĕнĕ çĕре вырнаçтарнă стела та паян кашни çыннăн кăмăлне уçать. Патшалăх программисемпех ялта ФАП çĕкленчĕ, культура çуртне юсаса çĕнетрĕç. Ырă улшăнусем пурте куç умĕнче, вĕсем ял çыннин малашлăхĕпе çыхăннă.
Кăçал шкул çумĕнчи лапамра шăпăрлансене çеç мар, аслисене те пушă вăхăтне усăллă ирттерме, сывлăха тĕреклетме пулăшакан кĕтес уçăлни Кĕçĕн Арапуçсемшĕн тепĕр пысăк савăнăç пулчĕ.
Хаклав
Павел МАРКИДАНОВ, Кĕçĕн Арапуç старости:
- Хальхи вăхăтра ялта та хулари пекех пурăнатпăр. Тăван кĕтес çулсерен капăрланса, илемленсе пыни савăнтарать. Кăçал, акă, пирĕн ялта та ача-пăча лапамĕ уçса пачĕç. Унта паян пĕчĕккисем çеç мар, çитĕннисем те килеççĕ, каçсерен çамрăксем пуçтарăнса тренажерсем çинче тĕрлĕрен хускану тăваççĕ. Хам та кашни кунах кунта сывлăха çирĕплететĕп. Аслă çулхисем лапама мăнукĕсемпе канма килнине курма та кăмăллă.
Сăмах май каласан, пирĕн ял тăрăхĕнчи ултă ялта та ача-пăча лапамĕсем пур. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев - ял халăхне валли туса паракан илеме, ырлăха пĕрлехи вăйпа упрасси, вĕсене кирлĕ пек пăхса тăрасси.
Ыр кăмăллăх - тăван ялшăн
Темиçе çул каяллах Еншикре çул хĕрринчен аякрах мар аслă праçниксенче кĕрсе çурта çутма, вилнĕ тăванăмăрсене асăнма, кĕл тума часовня туса хута ячĕç. Çывăх вăхăтра Тикешсен те çакнашкал часовня пулĕ. Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей пил парса вырăнне сăвапланă хыççăн В. Микка тата С. Семенов хастарсен пуçарăвĕпе темиçе уйăх каялла ĕçе пикеннĕ. Халăх вăйĕпе ăна хăпартма та ĕлкĕрнĕ, куполне те вырнаçтарнă. Халĕ ун таврашне тирпейлемелли çеç юлнă. Малашне вилнĕ тăванăмăрсене юлашки çула ăсатнă чухне те çула май çакăнтах чарăнса кĕл тума шутлаççĕ.
Пикшик ял тăрăхĕнче вырăнти депутатсемсĕр пуçне районти депутатсен Пухăвĕн икĕ депутачĕ: В. Барышников тата З. Алигберов. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Алексеевич вĕсем пурте тăван ял илемĕшĕн кар тăнине, пĕр шухăшлă пулнине палăртрĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)