05 октября 2021 г.
Еншикре пурăнакан Николай Урмакова таврари ялта пĕлмен çын та сахал пулĕ. Юлашки çулсенче ватлăхне пăхмасăр спорт ăмăртăвĕсенче хастарлăх кăтартакан ĕç ветеранĕн вăй-хăвачĕ иксĕлмест-ха. Паян, октябрĕн 5-мĕшĕнче, 90 çул тултаракан кукаçи-асаттене шурсухал тесе кỹрентерес те килмест. Пилĕк ача ашшĕ 20-30 çул каяллахи пекех вăр-вар та çăмăл утса çỹрет, кил-тĕрешри кашни ĕçе пĕлсе те тĕплĕ пурнăçлать, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе йăпанать, юратнă мăшăрĕпе - Таисия Петровнăпа - мăнукĕсене савăнăç-парне кỹрет...
Хăйĕн ырă енĕсемпе нихăçан та мăнаçланма кăмăлламан ватă хăйне сывлăхлă та телейлĕ туйнине ăна ĕмĕр тăршшĕпе вăй хăват паракан Турра тав тунинчен тата юратнă ашшĕ мăшăр суйлама (çаплах калас килет) пулăшнинчен пуçларĕ.
- Атте Кĕçĕн Арапуçĕнчи Петр Маркидановпа çав тери туслăччĕ. Иккĕшĕ те ĕçлеме юратнă, алă ăстисем пулнă. Пĕринче мана чĕнсе илчĕ те юлташĕн ỹссе çитĕннĕ хĕрĕ пулние систерчĕ. Ỹркенмерĕм, пулас мăшăрăмпа кайса паллашрăм. Эпĕ ун чухне ялта бригадирта ĕçлеттĕмччĕ. Çавăнпа та кашни каçах Таиç патне урхамахпа çил пек вĕçтереттĕм... Вăхăт иртнĕçемĕн паллашу çирĕп туйăма куçрĕ. Çапла вара çемье çавăрса 67 çул пĕр сукмакпа алла-аллăн утатпăр. Ĕмĕр тăршшĕпех хамăра çỹпçипе хупăлчи евĕр туйса пурăнтăмăр,-нумай-нумай çул чунра усранă сăмахĕсене уçăлса калаçрĕ Микуль тете.
Вуннăмĕш теçеткене ваклакан ял хастарĕн кун-çулĕ пыл та çу иртмен. Пысăк çемьере çуралса ỹснĕ ачасене ура çине тăма çăмăл пулман. Шел, пĕр варта выртнă тăванĕсенчен паян пĕри те пирĕн хушăмăрта çук. Николай вара ваттисен пиллĕхне асра тытса аслашшĕ, ашшĕ пурăннă Еншикри çурт никĕсне хăй вăйĕпе икĕ хутчен те çĕнетнĕ.
Ĕçре тупнă телей сăваплă теççĕ ваттисем. Николай Федорович шкула каичченех аслисемпе хирте тăрмашнине каласа парать. Вăрçăччен ялта ака-суха тума техника пулман. Хыçри пахчасене вăкăрпа сухаланă чухне 7-8 çулхи Кольăшăн чĕлхесĕр янавара ана вĕçĕнче пуçĕнчен çавăрса йăран çине тăратни пысăк телей пулнă. Çавăн чухнех унăн "хурçă ут" хуçи пулас шухăш тĕвĕленнĕ. Çичĕ класс вĕренсе пĕлỹ илнĕ хыççăн кăшт вăхăт иртсенех вăл малтанах Первомайскинчи МТСра, каярахпа Патăрьелĕнче механизатора вĕреннĕ. Хăватлă техникăна парăнтарма вара çамрăка хăйсен ялĕнчи Наталия Мефодьева трактористка хăнăхтарнă. Унпа пĕрлех вăл суха та тунă, акана та хутшăннă. Çавăнтан пуçласа Николай Урмаков "штурвала" алăран яман. Виçĕ çул салтакра пулнă хыççăн та тỹрех техника çине ларнă. Малтанах гусеницăллă ХТЗ тракторпа, каярахпа МТЗ-52 тракторпа тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ аса илнĕ тăрăх, Патăрьелĕнчи техника юсакан предприятире ĕçленĕ чухне хирсене кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек тислĕк тăкнă, извеçпе апатлантарнă чухне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитмен ял та юлман-тăр. Механизатор 61 çул руль умĕнче пулнă! Вăл шутра çăмăл автомашинăпа та çỹренĕ. Пĕлтĕр те çывăхри çулсене унпах парăнтарнă-ха. Кăçал çеç чирлесе кăшт йăшнă хыççăн автомашинăна гаражран кăларман. Апла пулин те ватă хăйĕн кун йĕркине çирĕп пăхăнать: ирпе-ирех хусканусем тăвать, старостăра (14 çул тăрăшнă) ĕçленĕ чухне хăй пуçарăвĕпе чавтарнă кỹлĕсем патне темиçе хутчен те утса çаврăнать, çанталăк лайăх чухне унта пулă тытса (вĕттисене те кашни çул хăй ярать) киленет, кил хуçалăхĕнче тăрмашать, пушă вăхăтра хаçат-журнал вулать... 90 çулта пулсан та ватă вăхăта усăсăр ирттермест.
Ĕçчен çынна ял-йыш та савать теççĕ. Урмаковсем хăйсен телейне чăнласах та килĕшỹре тата ĕçре тупнă. Кил хуçи каланă пекех вĕсем иккĕшĕ те çỹпçипе хупăлчи. Иккĕшĕ те вĕлле хурчĕ пек усăллă ĕç тума, пĕр-пĕрне хавхалантарса пурăнма килĕштереççĕ.
- Манăн Таиç килте алă усса ларма килĕштермест. Ялан ачасем, мăнуксем валли çыхать, алă ĕç тăвать, тутлă çимĕç пĕçерет... Ун пек чухне мана та кĕрĕк арки çеç йăваласа ларма намăс. Çапла пĕр-пĕрне вăй парса пурăнатпăр та,-тет кил хуçи юратнă мăшăрне пуриншĕн те тав туса.
Ачисемпе мăнукĕсем - куç тулли...
Николай Федоровичпа Таисия Петровна тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Паян вĕсен кашнийĕн хăйĕн çемйи. Урмаковсен йăх-несĕл турачĕ çулсерен тенĕ евĕр сарăлса пырать. Ватлăх кунсенче вĕсене 9 мăнукпа мăнукĕн 17 пепки савăнăç кỹреççĕ. Вĕсем хушшинче аслашшĕн ятне малалла тăсакан мăнукĕ те пур. Вăл та Николай Федорович Урмаков. Федя ывăлĕн ачи. Çамрăк Николай Федорович вара хăйĕн ывăлне каллех ашшĕ пек - Федор - ят панă. Вăтăр çул ытла ГАИ системинче, çирĕм çула яхăн унăн начальникĕнче тăрăшнă милици майорĕшĕн Федор Николаевичшăн çеç мар, мăн аслашшĕшĕн те несĕле çирĕплетсе пыни савăнтарать.
Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ. Çемьере тăванлăхпа туслăх туйăмне хак парса, ĕçе юратса ỹснĕ ачисем паян пурте куç тулли телей! Аслă ывăлĕ Александрпа вăталăхри Федор Урмаковсем шалти ĕçсен службин хисеплĕ ветеранĕсем, иккĕшĕ те милици майорĕ. Виталийпе Николай, Вера та пурнăçра хăйсен çулĕ çине çирĕп тăнă. Вĕсем паян пурте хăйсен ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрле ашшĕпе амăшне хыттăн çупăрлаççĕ, нумай çул пĕрле пурăнма ырă сунаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)