10 сентября 2021 г.
Тикешре çуралса ỹснĕ И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физвоспитанийĕн аслă преподавателĕн, Раççей спорт мастерĕн, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен судйин Сергей Семеновăн призне çĕнсе илессишĕн çамрăк каччăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе виççĕмĕш уçă турнир иртнĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн директорĕ Валерий Антонов, Раççей спорт мастерĕ Сергей Семенов, спорт ветеранĕсем тата ытти сумлă хăнасем саламланă.
Рудольф Васильевич хăйĕн сăмахĕнче спортсменсене çĕнĕ çитĕнỹсем тума, куракансене кĕрешекенсене хавхалантарма суннă май районта паллă çынсен ячĕпе 30 ытла ăмăрту иртнине, çакă яш-кĕрĕме тĕрĕс воспитани пама пулăшнипе пĕрлех вĕсем тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, çавăн пекех ял çыннисене пĕрлештерекен вăй пулса тăнине палăртнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ỹс- нисем тăван ене манманни, ватти-вĕттине пухакан мероприятисем йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ăмăртăва тăватă ушкăн хушшинче 12 виçе категорийĕпе йĕркеленĕ. Чăваш, Мордва Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен килнĕ 100 ытла çамрăк хăйсен вăйĕсене виçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене дипломсем, медальсем, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)