17 августа 2021 г.
Телевизора ярсан е радио калаçма пуçласан çĕршывра коронавирус инфекцийĕ мĕнле сарăлнине илтме пулать. Ют çĕршывсенче тата "йота", "дельта" штаммĕсем тупăнни пирки те хыпарлаççĕ. Вĕсемпе чирленисен вилеслĕхĕ ытларах та пулнине пĕлтереççĕ. Чир ан ертĕр тесен прививка тутармаллине аса илтерсех тăраççĕ.
Пĕлĕшсенчен пĕрисем мăшăрпах больницăра сипленсе тухрĕç. Теприне каллех шурă халатлисен пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ. Çывăхри ялтан пĕрин кун-çулне коронавирус татнине те илтнĕччĕ. Çаксем хыççăн шикленмелĕх пурах ĕнтĕ. Хамăра кăштах сывă мар туйсанах медицина пунктне утатпăр. Апла мĕншĕн вĕсем прививка тутарма сĕннине хирĕçлемелле-ха? Çакна тĕпе хурса эпир мăшăрпа иксĕмĕр те вакцина яртартăмăр.
Тивĕçлĕ канăва тухнисен сывлăхĕшĕн те тăрăшаççĕ-çке. Ф. Зуевпа Н.Маркиданов та пирĕнпе пĕр шухăшлă пулчĕç. Эпидемиологсем вакцина яртарни организмшăн инфекцие хирĕç тăмалли чи шанчăклă мел пулнине çирĕплетеççĕ. Ун пек чухне çывăх çыннăрсен шиклĕхĕ те сирĕлетех. Чирлес пулсассăн та çăмăллăн сывалма пулать.
Çĕршывĕпе çынсен 60 е ытларах проценчĕ прививка тутармасăр коронавируса "çăварлăхлама" çук, теççĕ. Пĕри е тепри çакна хирĕçлесен чирĕн çулĕ пỹлĕнместех. Çемьепе, каспа, урампа вакцина яртарсан ăнланулăх пуррине çеç çирĕплетет. Пирĕн ялта чир алхасмасть тесе ниепле те çирĕплетейместпĕр. Халĕ ватти-вĕтти ют çĕршыв таранах канма çỹрет. Ĕçлеме ют çĕре каякансем, вĕренме аякка вырнаçакансем те пурах. "Пĕри пуриншĕн, пурте пĕриншĕн" тенĕ евĕр салтаксене ушкăнпах вакцинацилеççĕ. Çар ретне тăма хатĕрленекенсене те çакна ыйтаççĕ. Апла пулсан чир шỹтлемелли япала мар. Вакцина яртарма тăрăшмаллах. Маларах çак ĕçе пурнăçланисем иккĕмĕш хутне те тутарма тытăнчĕç. Тусăм, юлташăм, пĕлĕшĕм, кỹршĕм, ял-йышăм, ентешĕм эсĕ те прививка тутар!
В.БАЗМАНКИН. Кĕçĕн Арапуç ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)