09 июля 2021 г.
Районта ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Наталия Скворцова ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Шăнкăртам тата Пикшик ял тăрăхĕсенчи вĕрентỹ объекчĕсенчи юсав тата строительство ĕçĕсемпе паллашнă.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнчи 120 вырăнлăх хушма çурта 2020 çулта тума пуçланăччĕ. Ăна кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ямалла. Объекта "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕнетеççĕ. Виçĕ хутлă корпусра пуçламăш классене валли 6 кабинет тата спорт зал, хушма пĕлỹ илмелли пỹлĕмсем, гардероб тата ытти те пулать. Тĕп пĕлỹ çуртĕнче те строительсем тăрăшаççĕ, вĕсем объект тăррине, ăшă системине, чỹречесене, алăксене, урайне, зданине тул енчен юсаççĕ. Çавăн пекех "50 процент е ытларах та кивелнĕ шкул çулне çитменнисен вĕрентỹ учрежденийĕсене тĕпрен юсасси" программăпа "Ромашка" ача садĕнче те юсавăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать.
Хирти Пикшикри вăтам шкула та ирнĕ çулах "50 процент е ытларах та кивелнĕ вĕрентỹ учрежденийĕсене тĕпрен юсасси" программăпа килĕшỹллĕн пĕрремĕш хутне çĕнетнĕччĕ. Кăçал строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Çакна валли 22 млн тенкĕ уйăрнă, унтан 20,7 млн тенки - республика бюджетĕнчен. Кунта ăшă системине, электрохатĕрсене тата ыттине те улăштарма палăртнă. Пĕлỹ çурчĕ август вĕçне ачасене йышăнма хатĕр пулмалла.
Рудольф Селивановпа Наталия Скворцова строительсто ĕçĕсемпе паллашнă май вĕрентỹ объекчĕсен территорине хăтлăх кĕртесси пирки те сỹтсе явнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вĕрентỹ сферинчи зданисене юсама тата çĕнĕрен тума 164,5 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)