22 июня 2021 г.
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ. Кĕçĕн Арапуç ялĕнчи Пелагея Пестрова ертсе пыракан бригадăри колхозниксем шăпах çак кун Шурут айккинчи хирте тăрăшсах шăйрăксене (йĕпе вырăнсене тата юпа çывăхĕсене) акнă. Ялтан юлан ут тухнă та ĕçлекенсем патнелле çил пекех вĕçтерсе килнĕ. Пелагея Емельяновна çакна курсан хăраса кайнă. Килĕнче чирлĕ выртакан амăшĕ вилнине калама килеççĕ пуль тесе шухăшласа илнĕ. Ашшĕ 1943 çулта Сталинград патĕнче пуçне хунă.
Ĕçлекенсем патне çывхарнă май çамрăк юлан утçă: "Вăрçă пĕтнĕ! Эпир çĕнтернĕ!", - тесе кăшкăрнă. Ырă хыпара пĕлтерме ялтан вăл вăхăтра колхоз председателĕнче тăрăшнă Иван Михайлович Маркидановăн Георгий ывăлне янă. Фашистла Германие çапса аркатнине пĕлнĕ хыççăн уйра вăй хуракансем питĕ хĕпĕртенĕ. П. Пестрова бригадир савăннипе михĕрен илсе кашнине пĕрер ывăç пăрçа панă. Колхозниксем лашасене кỹлеççĕ те яла каяççĕ. Вĕсем çитнĕ çĕре ял халăхĕ лаша вити патне пухăнма та ĕлкĕрнĕ, митинг пуçлама уйран килекенсене кăна кĕтнĕ. Çынсем çамрăк хĕре, бригадира, тỹрех хупăрласа илнĕ те çỹлелле "урра!" тесе кăшкăрса ывăтма пикеннĕ.
Митингра вăрçăри салтаксен паттăрлăхне, паттăрсен вилĕмĕпе вилнисене тепĕр хут аса илнĕ. Çĕнтерỹшĕн кашнийĕ чунтан тăрăшни пирки калаçнă.
Кайран та ял чылайччен кĕрленĕ. Пĕрисем юрланă, теприсем ташланă, тăванĕсене кĕтсе илейменнисем йĕнĕ, тăшмана ылханнă. Çĕнтерỹ кунĕ кашнин чĕринче йĕр хăварнă.
Фашистсене çапса аркатма çăмăл пулман. Кĕçĕн Арапуçĕнчен кăна 72 çын вăрçăран таврăнман. Хитре те çамрăк каччăсем çапăçу хирĕнче выртса юлнă, çапла майпа килекен ăру валли тăнăç пурнăçпа ирĕклĕх парнеленĕ.
Пирĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, Аслă Çĕнтерỹ хакне манма юрамасть, яланах асра тытмалла.
Альбина ПЕСТРОВА, Кĕçĕн Арапуç
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)