Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строительство объекчĕсемпе паллашнă

01 июня 2021 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов строительство ĕçĕсемпе паллашнă май Пикшик, Тăрăн тата Патăрьел ял тăрăхĕсенче пулнă.

Хирти Пикшикри вăтам шкула "50 процентран тата ытларах та кивелнĕ вĕренỹ организацийĕсене тĕплĕн юсасси" программăпа юсаççĕ. Иртнĕ çул пĕлỹ çуртне майран пуçласа августчен 14 млн тенкĕлĕх çĕнетнĕччĕ: чỹречисене, пĕрремĕш хутри урайне улăштарнă, фасада, апат-çимĕç блокне тата кĕрекен вырăна тирпейленĕ. Кăçал вара ăшă системине, электроçутта, классене, акт залне юсамалла. Çакна валли 22 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă, вăл шутран 20,7 млн тенкине республика хыснинчен. Ĕçе август уйăхĕнче вĕçлемелле.

Еншикри масар патне каякан çул ял çыннисен чун ыратăвĕ пулнă. Май уйăхĕнче çухрăм ытла тăсăлаканскере пуçарулăх бюджечĕпе усă курса А. Макаров индивидуаллă предприниматель патĕнче вăй хуракансем юсама пуçăннă. Июнь уйăхĕнче халăха пăшăрхантарнă ыйту татăлать.

Юлашки çулсенче культура çурчĕсене тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. Тăрăнти клуба "Вырăнти культура çурчĕ" проектпа 1,8 млн тенкĕлĕх çĕнетмелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Патăрьелĕнчи К. Маркс тата О. Кошевой урамĕсенче çул сарнă çĕре те çитсе курнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулта кăларнă "Чăваш Республикинчи муниципалитетсенчи çынсен пурăнмалли хăтлăхне лайăхлатмалли хушма йышăнусем пирки" хушăвне пурнăçлассипе хастар ĕçлет. Иртнĕ çул 10 картиш территорине 30 млн тенкĕлĕх хăтлăлатнă, кăçал 6 проекта 20,6 млн тенкĕлĕх реализацилемелле. Патăрьелĕнчи Киров урамĕнчи 28-мĕш çурт территорине çĕнĕ сăн кĕртме пуçăннă та ĕнтĕ. Проектпа килĕшỹллĕн кĕрекен çĕре асфальт сармалла, брусчатка хумалла, ача-пăча тата спорт лапамĕ тумалла, карта тытмалла. Сентябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ăна хута ямалла, малашне кунта çамрăк ăру выляма тата сывлăхне çирĕплетме пултарать.

Район центрĕнчи "Арбат" лапамĕнче тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра тăнисем асăнмалăх палăксем лартнă. Çамрăксене, ача-пăчана час-часах курма пулать, çавна май çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас витĕм пур тесен те йăнăш мар. Территорие хальхи хула хăтлăхне кĕртмелли программăпа çĕнетме пуçланă, 667 пин тенкĕлĕх парковка тунă. Малалла хунарсем вырнаçтармалла, брусчатка хумалла, курăк акмалла тата ытти те.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăх пуçлăхĕсене строительство объекчĕсене çирĕп тĕрĕслевре тытмаллине, ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçламаллине çивĕчлетнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика