Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ячĕпе урам хисепленет

10 июля 2020 г.

Кашни ялта тенĕ пекех кам ячĕпе те пулин хисепленсе тăракан урам пур. Хирти Пикшикре, акă, пĕр касса пĕр тăван Хамдеевсен ятне панă. Камсем-ха вĕсем тата мĕнпе çак чыса тивĕçнĕ?

Историнчен çакă паллă: Хамдеев хушамат Хамди ятран пуçланса кайнă. Хирти Пикшикре Хамди Камдеев ятлă арçын пурăннă, унăн пилĕк ывăл тата икĕ хĕр пулнă. Ачисене çуралнă хучĕсене çыртарнă чухне ашшĕ ячĕпе Хамдеев хушамат панă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Хамди бабайăн çулĕсем аванах шултăраланнă. Салахутдин ывăлĕ те авланса çемьеленнĕ, 7 ача- 6 ывăл та пĕр хĕр - ашшĕ пулнă: Шарафутди- 1903 çулта, Хайретди- 1907, Шарифжан - 1908, Зарифулла - 1913, Хабибулла - 1917, Арифулла 1923 çулта çуралнă.

Фашистсем Совет Союзне тапăнса кĕрсен Хамди Камдеевăн Зиатдинпа Нуретдин ывăлĕсемпе пĕрле 6 мăнукĕ вăрçа пĕрин хыççăн тепри тухса кай- çамрăка та, ватта та – пĕр- килнĕ. Салахутдин Хамдеевăн 4 ывăлĕ юнлă вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ачисем вилнине кун çути парнелекенсен пĕрре те ĕненес килмен. Çавăнпах пуль кашни кун, хăйсем ĕмĕрлĕх тĕнчене куçичченех, вĕсене кĕтнĕ. Çилпе хапха алăкĕ уçăлса хупăнсан та, каçпа çумăр хытăрах шăпăртаттарса çусан та йăха тăсакансем инçет çултан çитрĕç пуль тесе туха-туха пăхнă...

Хайретдинпа Зарифулла- 1941 çулхи декабрьте, Шарифзан - 1942 çулхи октябрьте хыпарсăр çухалнă. 1995 çулта кăларнă "Астăвăм" кĕнекере Арифулла пирки 1943 çулта хыпарсăр çухалнă тесе çырнă. Халĕ çакă паллă: вăл тыткăна лекнĕ пулнă. Ăна "Тиенхаара" текен лагерьте асаплантарса вĕлернĕ. Арифуллана унта иккĕмĕш ят - Альенберг - панă.

Хамди ывăлĕсем те мирлĕ тỹпешĕн пуçне хунă. Зиятдин 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Нуртдин Латви çĕршывне ирĕке кăларнă чухне, 1944 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче пĕр çапăçура вилнĕ. Ăна Латвири Добельск районĕнчи Лицкое хутор çывăхĕнче пытарнă.

Вăрçăра вилнĕ пĕр тăван Хамдеевсем пирки информаци, шел пулин те, питĕ сахал. Вулакансене тăван тăрăха таврăнма пỹрнĕ Хабибулла пирки тĕплĕнрех паллаштарма май пур. Вăл Патăрьелĕнче ветеринарин кĕçĕн фельдшерне вĕренсе тухнă. 1939 çулта ăна салтака кайма ят тухнă. Çар тивĕçнĕ Чита облаçĕнчи Забайкал районĕнчи строительсен 207-мĕш батальонĕнче пурнăçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тỹрех фашистсемпе çапăçма илсе кайнă. Маньчжури хулинчи çар госпиталĕнче санитари инструкторĕ те пулнă. Вăл çĕр-çĕр çынна юлташĕсемпе пĕрле пурнăç парнеленĕ. Япони вăрçине хутшăнма та ăна пỹрнĕ.

Тăшмана çĕнтерсе таврăннă хыççăн та çăмăлах килмен Х. Хамдеева. Хавшанă яла ура çине тăратмалла пулнă. Кайран та ырми-канми тăрăшнă. Ахальтен мар вăл "Герой" колхозăн хисеплĕ колхозникĕ" ята тивĕçнĕ. Ăна ревизи комиссийĕн председательне те суйланă. Çавăн пекех Чăваш АССРĕн Верховнăй сучĕн халăх заседателĕ те пулнă. Пĕлĕвне малалла аталантарас тесе тепĕр техникумран та вĕренсе тухнă. Ĕçлĕхлĕ арçын чылай çул вĕлле хурчĕсем усранă.

Хабибулла Салахутдинович мăшăрĕпе, Минзада Зарифулловнăпа, 5 ача çуратса ỹстернĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене пăхмасăрах кашнине тивĕçлĕ воспитани парса аслă пĕлỹ илме пулăшнă. 12 мăнукне хăйсем пекех ĕçлĕхлĕ пулма вĕрентнĕ. Вĕсем хушшинче юрист, врач, педагог профессине илнисем те пур. Хальхи вăхăтра вĕсен йăхне тата 11 кĕçĕн мăнукĕпе икĕ кĕçĕн мăнукĕн ачисем тăсаççĕ.

Вăрçăра вилнĕ Зиатдин салтак аттине тăхăниччен авланнă, унăн тăватă ача - икĕ хĕрпе икĕ ывăл - тăрса юлнă.

Шарифзянăн 5 ача пулнă, анчах вĕсенчен тăваттăшĕ пĕчĕклех вилнĕ. 1939 çулта çуралнă Рафик сывă тăрса юлнă. Паян йăха 5 мăнукĕпе 15 кĕçĕн мăнукĕ тата кĕçĕн мăнукĕсен 18 ачи малалла тăсать. Сăмах май, çакна та каласа хăварас килет. Ш. Хамдеевăн мăнукĕн те вăрçăра пулса курма тỹр тивнĕ. Миназыйм Афганистанра службăра тăнă. Шел пулин те, унăн та ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Çемьеленнĕ хыççăн, 35 çулта чухне аваринче пурнăçĕ татăлнă. Хĕрĕпе ывăлĕ ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ĕнерхи арçын ача халĕ Хусанти полици офицерĕ.

Вăрçăран таврăннă Шарафутдин Хирти Пикшикрех пурăннă. Вăл ăста платник пулнине палăртаççĕ ял çыннисем. 6 ача пулнă унăн.

Салахутдинăн кĕçĕн ывăлĕ Арифулла вара, шел пулин те, авланса ĕлкĕреймен.

Тăван çĕршыва хỹтĕлесе вăрçăра çапăçнă Хамдеевсене тăванĕсем те, ял çыннисем те манмаççĕ. Вĕсем çуралса ỹснĕ çурт çинче Асăну хăми вырнаçтарнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика