08 мая 2020 г.
ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитекен уява ытти çулхинчен урăхларах кĕтсе илме тивет пулин те, çынсен кăмăлĕ пысăк: тăшмана хирĕç çапăçса пуç хунисене асăнса йывăçсем лартаççĕ, Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев чĕнĕвне хапăл туса социаллă тетелте вăрçăра паттăрлăх кăтартнă çывăх тăванĕсем, аслашшĕ-кукашшĕ пирки каласа параççĕ тата ытти те. "Вилĕмсĕр полк" акци Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те сарăлсах пырать.
Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕрентекен Хамдеевсем вара хăйсен çемйинчен ял-йыша майăн 9-мĕшĕ ячĕпе пысăк парне тунă. Зульфия Рафаиловнăпа Ильшат Абдуллович шкулти краеведени музейĕнче упранакан мĕн пур ветеранăн сăн ỹкерчĕкĕсене (вăрçăра вилнисене те, кайран пурнăçран уйрăлнисене те) чуна тыткăнлакан юрăпа калăпласа вырнаçтарнă. Чĕре хĕлĕхĕсене хускатаканни вăл çеç мар. Çичĕ ютра тахçанах канлĕх тупнă тăванăмăрсем чĕрĕ чухнехи евĕр куçне хупса илни ветеран паян та пирĕнпе юнашар пулнă евĕр туйăм çуратать, ирĕксĕрех куççуль кăларать. "Вилĕмсĕр полк" акцие чун-чĕререн хутшăннă вĕрентекенсен умĕнче пуç таймалли çеç юлать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)