17 апреля 2020 г.
Кăçал Берлинри рейхстаг çине Çĕнтерỹ ялавне çакнăранпа 75 çул çитет. Вăрçăн хĕн-хурне, асапне салтаксемпе пĕрлех яла юлнă ватти-вĕтти 1418 кун чăтнă. Кашнийĕ фашистсене çĕнтерессе чунтанах шаннă.
Вăрçă çулĕсенче эпĕ ача çеç пулнă. Пирĕн патăрта Ленинградран эвакуаципе килнĕ пĕр ватă хĕрарăм пурăнатчĕ. Вăл пире питĕ юрататчĕ. Атте вĕрентнипе эпир ăна "бабушка" тесе чĕнеттĕмĕр. Шел пулин те, ятне унăнне ас тумастăп.
Вырăс хĕрарăмĕ пахчана хура кăшман актаратчĕ. Эпир вăй çитнĕ таран шăварнă, çумланă чухне пулăшкаланă. Аттепе анне кашни кун колхоза ĕçлеме çỹренĕ. Кĕркунне çак кăшмана теркăпа вĕтетсе пире бабушка салат туса паратчĕ, тăвар сапса çỹлĕке лартса хуратчĕ. Ирхи апатчен пурне те пĕрер кашăк çурăмран лăпка-лăпка çитеретчĕ. "Кушайте, кушайте, здоровым будете", - тетчĕ. Вăл вăхăтра кашăкки те йывăçран пулнă. Тен, çак йỹç кăшмана пулах сывлăх енчен аптăрамарăмăр. Бабушка мана вырăсла 100 таран шутлама вĕрентрĕ.
Пĕринче Первомайски район çар комиссариатĕнчен бабушкăна çыру килсе пачĕç. Ăна вуласа тухсан вырăс хĕрарăмĕ хăйне Ленинграда каялла ăсатассине пĕлчĕ, икĕ куçĕнчен вĕри куççуль шăпăртатса юхса анчĕ. Чылайччен йĕчĕ, калаçайми пуличченех. Ниепле те лăплантараймарăмăр. Эпир те çемйипех унпа уйрăлма тивнишĕн хурлантăмăр, мĕншĕн тесен пирĕншĕн вăл чи лайăххиччĕ, ырă кăмăлличчĕ.
Вăрçă миçе çынна, çемьене асап кăтартман-ши? Бабушкан тăванĕсем нумай пулнă, анчах хаяр кунсене пула ăçта саланни, хăшĕн-пĕрин пирки çеç пĕлетчĕ.
Тепĕр кунхине атте лаша кỹлсе çывăх çыннăмăра çар комиссариатне ăсатма кайрĕ. Те савăннипе, те хурланнипе хăйĕн адресне парса хăварма маннă вăл. Вырăна çитни пирки те пĕлтермерĕ. Питĕ шел... Сывлăхĕпе вăл аптăрамастчĕ.
Бабушкана вăрçа пула çуралнă тăрăхран уйрăлса Чăваш Республикине çити килме, Кĕçĕн Арапуçĕнче тĕпленсе виçĕ çула яхăн пурăнма мĕн тери йывăр пулнине каламалла та мар. Апла пулин те вăл пуç та усман, пире пулăшассишĕн чунтан тăрăшнă.
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)