21 января 2020 г.
Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем килте ахаль лармаççĕ, пĕрин хыççăн тепри кĕнеке кăлараççĕ. Иртнĕ çул П. Маловăн, П. Самакинăн тухрĕç. Çавăн пекех пĕлтĕр вĕсен çумне ял хуçалăхĕн ертỹçин çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕ пирки В. Селивановăн "Ĕмĕр ĕмĕрлесси -уй урлă каçасси мар" ятлă кĕнеки хутшăнчĕ. Василий Михайлович чăннипех те хăйне шаннă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, çакна хамăн та унпа пĕрле вăй хума тỹр тивнĕрен çирĕплетсех калатăп.
Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн эпĕ 1967 çулта Патăрьелĕнчи патшалăх ăратлăх станцийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ултă район - Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă, Пăрачкав, Улатăр -хуçалăхĕсемпе çыхăну тытаттăмăр. Станцин тĕп тĕллевĕ- ял хуçалăхĕнчи лашасен, ĕнесен, сурăхсен, сыснасен селекципе ăратлăхне лайăхлатассиччĕ. Çавна май республикăра çак енĕпе ĕçлекен тĕслĕхлĕ, курăмлă хуçалăхсем пулнă. Пирĕн районта "Герой" колхоз ĕнесен ăратлăхĕпе тăрăшнă. Василий Михайлович вăл вăхăтра асăннă колхозăн парткомне ертсе пыратчĕ. Парткомпа хуçалăх правленийĕ пĕр шухăшлă пулнăран ăратлă пушмаксем ỹстересси аван ĕçлесе кайрĕ, республикăра палăрчĕ. Чăваш Енрен тĕрлĕ делегаци вĕсен опычĕпе паллашма пĕр вĕçĕм килетчĕ.
В. Селивановăн ĕç çулĕ мухтавлă пулнă тесе калас килет. 18 çулта чухне вăл Казахстана тухса кайнă, унта механизатор профессине алла илнĕ. Икĕ çул инçетри хирсене сухаланă. Çамрăкăн чунĕ тăван еннеллех туртăннăран çуралнă тăрăха таврăннă. Мал ĕмĕтлĕ яшăн чĕри ĕçлес тата пухнă ĕç опытне вырăнта усă курас туйăмпа вĕресе тăнă. "Герой" колхоз çамрăкĕсем ăна ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ пулма суйланă. Василий Михайлович уйра техникăпа тăрăшнă вăхăтрах яш-кĕрĕмпе те мероприятисем йĕркелеме май тупнă. Пултарулăхне кура 1963 çулта "Герой" колхозăн кая юлса пыракан комплекслă бригадăн бригадирĕ пулма шанаççĕ. Йывăрлăха парăнман, палăртнă тĕллеве пурнăçлама хăнăхнă В. Селиванов ăна мала кăларма пултарнă. Çакă тата ытларах çитĕнỹсем тума хавхалантарнă, анчах Василий Михайлович хăйĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйнă. Вăл парти шкулне вĕренме кĕнĕ. 1966-1969 çулсенче унта ăс пухнă. Аллине тивĕçлĕ документ илнĕ хыççăн В. Селиванов "Герой" колхозăн партком секретарĕнче вăй хума пикеннĕ. 1979 çулта парти райкомĕн йĕркелỹ пайĕн заведующийĕ пулма куçараççĕ. 1981 çулта ăна Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" колхоз ертỹçи пулма шанаççĕ.
Кунта лару-тăру çăмăлах пулман. Хуçалăха малтисен ретне кăларас тесе Василий Михайлович çанă тавăрсах тăрăшать. Пуян ĕç опычĕ, шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани ăна çитĕнỹсем тума май парать. Вăл çĕр ĕç культурине, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене лайăхлатать, пĕрлех колхозниксен шалăвĕ те ỹсет.
Пурнăç сукмакĕ В. Селиванова 1988 çулта каялла тăван ялне илсе çитерет. Малтанласа вăл бригадирта, каярах "Новая сила" хуçалăхăн ертỹçинче вăй хурать. Рынок экономикинче те çухалса каймасть, çĕнĕлĕхсем кĕртме май тупать.
Василий Михайловичăн ĕç стажĕ 40 çултан иртнĕ, унтан 17 çулне хуçалăх ертỹçинче, 5-не бригадирта тăрăшнă. Пур çĕрте те яваплăха туйнă. Ачисене те тивĕçлĕ воспитани пама пултарнă. Мăшăрĕпе, Мария Семеновнăпа, иккĕшĕ икĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Паян вĕсем мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшаççĕ, хăйсем пек ĕçчен пулма вĕрентеççĕ.
Т. ШАКУРОВ, районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)