14 января 2020 г.
Сывă пурнăç йĕркине мала хурса
Спорт вунăкунлăхĕнче районта тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ. Вĕсенчен пĕри- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Мевлет Зейнетдиновпа Пикшик ял тăрăхĕн администрацийĕ йĕркеленĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ.
Ятлă тупăшăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик ял тăрăхĕн ертỹçи Эмир Алимов, "Ырă пăр" фондăн Атăлçи тăрăхĕнчи регионти представителĕ, республикăри олимп резервĕсен 4-мĕш хоккей спорт шкулĕн директорĕ, СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Олег Салтыков, спорт ветеранĕсем саламларĕç.
Районти шкулсенчи 50 ытла спортсмен 10 виçе категорийĕпе кĕрешĕве тухрĕ. Çĕнтерỹçĕсем дипломсене, медальсене, парнесене тивĕçрĕç.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене районти кĕрешỹ федерацийĕн председателĕ Д. Тазетдинов Хĕл мучи парнисемпе савăнтарчĕ.
Пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи М. Голубев, А. Лепешкин, С. Осипов, Ыхра Çырминчи Р. Тазетдинов, Именкассинчи А. Шарефетдинов, Д. Степанов, Р. Николаев тухрĕç. Хĕрачасенчен Р. Шарефетдиновăна çĕнтерекенни тупăнмарĕ. Ă
мăрту ирттерме ансатах мар. Ăна йĕркелекенсем Именкассинчи Н. Иванов, И. Гладков, Д. Зейнетдинов, В. Гладков, В. Кириллов, В. Степанов пулăшу кỹнĕшĕн хĕпĕртеççĕ.
Вулакана пĕлме
Мевлет Зейнетдинов хăйĕн пурнăçне çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине юратса кĕрешĕве хăнăхтарас ĕçпе çыхăнтарнă. 1974 çултан Первомайскинчи вăтам шкулта физкультура учителĕнче, пĕрлех ачасемпе çамрăксен шкулĕн "Паттăр" ФСК тренер-преподавателĕнче ĕçленĕ. Тĕнчипе чапа тухнă воспитанникĕсем сахал мар. Çăмăл атлетикăн тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, СССР чемпионки, 5 çухрăма утас енĕпе тĕнче, Европа тата СССР рекордсменки, тĕнче рекордне Раççей спортсменĕсенчен чи малтан çĕнетекен Александра Деверинская, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей чемпионачĕн призерĕ Владимир Семенов чемпион тата ыттисем те. Мевлет Хабибуллович СССР тата Раççей Федерацийĕн 5 спорт мастерне, спорт мастерĕн 15 кандидатне хатĕрленĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те ахаль лармасть. Ял тăрăхĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)