26 ноября 2019 г.
Кĕçĕн Арапуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ 3-4 çул каяллах йĕркеленнĕ. Унта çỹрекенсем районти, ял тăрăхĕнчи Акатуй-Сабантуя хутшăнаççĕ, кỹршĕ ялсене концертсемпе тухса çỹреççĕ. Коллектива Л. Кольцова культорганизатор ертсе пырать. Вăл баянпа та, хут купăспа та ăста вылять.
М. Пешнева, Р. Маркиданова, В. Григорьева, З. Макеева пенсионеркăсем пирки те ыррине çеç каламалла. Пĕр репетицинчен те юлмаççĕ. Фольклор ушкăнĕ ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ "Эпир - пĕр йывăç турачĕсем" фестивальте пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçни те ташă-юрă ăстисен пултарулăхне уççăнах çирĕплетет.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)