18 октября 2019 г.
Кĕçĕн Арапуçĕнчи В. Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр базинче СССР тĕнче класлă спорт мастерĕн, утас енĕпе республикăран тухнă тĕнче рекордсменкин, Первомайскинче çуралса ỹснĕ Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ.
Республика шайĕнчи çăмăл атлетика кросне хутшăнакансене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Шупашкарти коопераци институчĕн физвоспитани кафедрин заведующийĕ Николай Шашкин, "Кĕрсе тух" суту-илỹ çурчĕн генеральнăй директорĕ Александр Самакин, Тĕнче кубокне тивĕçнĕ Александра Деверинская саламларĕç.
Ăмăртăва Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсен, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен спортсменĕсем хутшăнчĕç.
Ỹсĕм çулĕпе 500 метра чупса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Торговцева, П. Хураськина, Нăрваш Шăхалĕнчи Г. Никитин, 1000 метрлă дистанцире Первомайскинчи А. Удалов, 2000 метрта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Суворов, Первомайскинчен олимп резервĕсен шкулне вĕренме кайнă К. Петухова, 3000 метрлинче Первомайскинчи А. Котлов мала тухрĕç.
Хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче 1000 метрлă дистанцире финиша ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК представителĕ Н. Кузьмина малтан кĕчĕ.
18-39 çулсенчи каччăсемпе арçынсем хушшинчи 3000 метра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Владимиров çăмăллăн парăнтарчĕ.
Тĕрлĕ аслăрах ỹсĕм çулĕсемпе 500 метра чупассипе Хурама Тварти Т. Давыдов, Кĕçĕн Арапуçĕнчи В. Базманкин, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКри А. Смирнов палăрчĕç. Кĕçĕн Арапуçĕнчи А. Селиванов инвалид спортсменсем хушшинче мала тухрĕ.
Çĕнтерỹçĕсем дипломсене, медальсене, парнесене тивĕçрĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)