15 октября 2019 г.
.Шăнкăртам почта уйрăмĕнчи Тикеш ялĕпе ĕçлекен С. Петрухина почтальонка "Авангарда" йỹнĕрех хакпа çырăнтармалли акци вăхăтĕнче халăха район хыпарçиллĕ тума тăрăшрĕ. Акă, сакăр теçетке çул урлă каçнă Селивановсем пĕрре те юлмаççĕ çырăнтаруран.
- Михаил Спиридоновичпа Мария Петровна куçлăхсăрах вулаççĕ хаçата. Район пурнăçĕпе шутсăр интересленеççĕ. Мĕн ачаранах ĕçлесе ỹснĕскерсен тус-юлташĕ, тăванĕ, ачисен тантăшĕ сахал мар. Вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен çырнине хаçатра вулама юратаççĕ,-тет Светлана Владимировна.
Чăнахах та çапла иккен. Михаил Спиридонович хуçалăхсенче кĕрхи ĕçсем мĕнле пынипе паллашсах тăрать.
- 30 çул конюхра ĕçлерĕм. 30 ытла лаша пăхрăм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вĕсенчен уйрăлас килмерĕ. Халĕ пĕр лаша та çук ялта. Чĕлхесĕр янаварсене килсерен мотоблок улăштарчĕ. Районта малта пыракан "Исток", "Батыревский", "Корма" тата ытти пĕрлешỹсем темиçе лаша вăйлĕ хăватлă техникăсем туянни савăнтарать. Хăш-пĕр пĕрлештернĕ хуçалăхсем ĕçлесе кайманни вара пăшăрхантарать,- тет М. Селиванов.
Мăшăрĕ те 7 класс хыççăнах ферма ĕçне кỹлĕннĕ. Пĕр вăхăт пăру пăхнă. Кайран ĕне сунă Мария Петровна.
- Ачалăхри аса илỹсем лайăх манăн. Крахмал пашалăвĕ çиме тỹр килмен. Аттепе анне лайăх пăхнă пире. Шел, атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнаймарĕ. Анне те ир пурнăçран уйрăлчĕ. Ырă çемьене качча тухма тỹр килчĕ. 24 çул хунямапа пурăнтăм. Пĕр сăмахра пулнă- тет М. Селиванова.
Çамрăксем ваттисен сăмахне ăша хывса пурăннăран кунсерен ĕçе тухса утма пултарнă. Мĕншĕн тесен ачисене аслашшĕпе асламăшĕ пăхнă-çке. Паян çакăншăн савăнаççĕ те Селивановсем. Иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ вĕсем. Яланах малтисен ретĕнче пулнă Мария Петровна. "Чи лайăх доярка" ята та çĕнсе илнĕ хĕрарăм. Кăкăр çине çакмалли медалĕсем те пур.
Йăха малалла тăсакан 5 ача çитĕнтернĕ Селивановсем. Петьăпа Лариса Шупашкарта пурăнаççĕ. Антон Тутарстан Республикине тĕпленнĕ. Надежда хĕрĕ яла качча тухнă. Патăрьелĕнчи "Центральнăй" ача сачĕн коллективне чылайранпа ертсе пырать. Николай вара килте. Тăваттăшĕ çемьеллĕ, 7 мăнукĕ çитĕнет. Кĕçĕн мăнукĕсем те пур.
Çитĕнекен ăру аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне тунсăхлаттарсах тăмасть. Канмалли кунсенче килеççĕ. Уявсен ячĕпе саламлама манмаççĕ. Ватăсен кунĕнче кăçал Николай ывăлĕн виççĕмĕш класа çỹрекен Настя хĕрĕ чи малтан ăшă сăмахсемпе савăнтарчĕ, нумай пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕ.
Улмисем йывăççисенчен аякка ỹкмен. Ачисене çамрăклах ĕçе хăнăхтарнă ашшĕпе амăшĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи каникул вăхăчĕсенче чĕкĕнтĕр, севок пайĕсем илсе парса çумлаттарнă. Паян кирек хăшĕ те тĕрлĕ ĕçе пуçăнма пултарать. Çурт-йĕрне анлăлатма, хуралтăсене çĕнетме те ỹркенмеççĕ.
Сумлă çынсем Селивановсем. Кỹршĕ-аршăпа килĕшỹре пурăнаççĕ. Йышпа пурнăçламалли ĕçсене хутшăнаççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен аптрамаççĕ. Михаил Спиридоновичăн суранлă алли çеç кĕрлĕ-çурлă (лаша çинчен ỹксе аманнăскер) çанталăка систерет. Çакăнпа та килĕшет ватă. Халĕ ĕлĕкхи пек вăрмана вутта каймалла мар-çке. Ăшă пỹртре телевизор пăхса, радио итлесе çеç лармалла. Чăваш эстрада артисчĕсен юррисем кăмăла пăсма памаççĕ.
Ватăлать çав мăшăр. Хăй çинчен çĕр çине ырă ят хăварма тăрăшать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)