Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Центрсем алăкĕсене яриех уçрĕç

27 сентября 2019 г.

"Вĕрентỹ" наци проекчĕн "Хальхи йышши шкул" федераци проекчĕ- пе килĕшỹллĕн сентябрĕн 24-мĕшĕнче çĕршыври вĕрентỹ учрежденийĕсенче цифрăллă тата гуманитари профильлĕ "Точка роста" центрĕсем уçăлчĕç. Çак чыс пирĕн республикăра 40 пĕлỹ çуртне, районта вара Первомайскинчи, Хирти Пикшикри, Патăрьелĕнчи вăтам шкулсене тивĕçрĕ.

Вĕсене сумлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьел, Первомайски, Пикшик ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, педагогсем, вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Икĕ кабинетран тăракан центрсене принтерсемпе, сканерсемпе, вĕрентекене ноутбукпа, интерактивлă комплекспа, квадрокоптерпа, манекер тренажерĕсемпе тата ыттисемпе те тивĕçтереççĕ. Вĕрентỹ программисем çĕнелеççĕ. Пĕринче вĕрентĕвĕн ку чухнехи тĕп программине алла илме пулать, тепринче ачасемпе урок тулашĕнчи ĕçсене йĕркелеме май пур. Çакăншăн савăнмалăх пур çитĕнекен ăрăвăн. Çакна Хирти Пикшикри вăтам шкулта йĕркеленĕ мероприяти те уççăнах çирĕплетрĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕн ертỹçи Ильдар Камалетдинов шкула çакнашкал çĕнĕлĕх çитерме пулăшнăшăн район администрацийĕн ертỹçисене тав турĕ, техникăпа çĕнĕрен-çĕнĕ тỹпемсем патне çитме пулнине палăртрĕ.

- Маларахри çулсенче шкултан пĕлỹ илсе тухнисем электронлă техникăна, инструментсене курман та. Паянхи ăрушăн телей çакă. Вĕсемпе усă курса пĕлĕвĕре ỹстер- сех пырăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эмир Алимов та шкулта çитĕнекен ăрăва пур енлĕ воспитани илсе ỹсме май пулнине палăртрĕ.

"Точка роста" центра уçни математика, технологи, информатика, физкультура, ОБЖ предмечĕсемпе тарăнрах пĕлỹ илме май парать. Кунта ачасем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ те малашлăха ăнтăлма пултараççĕ. Вĕрентỹ технологийĕн çĕнĕ мелĕсем проект ĕçĕсене пурнăçлама та, вĕрентỹри ку чухнехи паха пĕлĕве алла илме те май параççĕ.

"Точка роста" центрĕсенче пĕлỹ паракан педагогсем квалификацие ỹс- терекен курссенче пулнă. Апла пулсан çитĕнекен ăрăвăн вĕсемпе туллин усă курса вырăнтах кирлĕ пĕлĕве çине тăрсах алла илме тăрăшмаллах.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика