Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсене асра тытаççĕ, пуç таяççĕ

17 сентября 2019 г.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта çулсеренех сентябрĕн 9-мĕшĕнче Чечня вăрçинче пуç хунă ентешне, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерне-Фирдус Камалетдинова - асра тытса Асăну кунне паллă тăваççĕ. Шăпи синкерлĕ çаврăнса тухман пулсан кăçал вăл та пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пекех 45 çул тултаратчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кунхине кĕçĕн класран вĕренсе тухнисене "Бурнашевцы" пĕрлĕх членне илеççĕ. Хальхинче те яваплă мероприятие пиллĕкмĕшсем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем пурте лайăх вĕренме, çĕршыв патриочĕсем пулса ỹсме тупа тунă хыççăн аслисем вĕсене галстуксем çыхса янă. "Равнение на героев" проект хастарĕсем юлашкинчен хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ отрядсене Чечняра пуç хунă Ильмир Закиров тата паллă ентеш-спортсменка Фаина Краснова ячĕсене панă.

Сăмах май каласан, ачасене патриотла воспитани парас тĕллевпе йĕркеленĕ çак проект шкулта шăп та лăп 10 çул каялла старт илнĕ. Унтанпа çĕршер каччăпа хĕр паттăрсем пек тĕслĕхлĕ пулма тупа тунă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика