26 июня 2019 г.
ИЮНĔН 23-мĕшĕнче пилĕк яла пĕрлештерсе тăракан Пикшик поселенийĕнче халăх чăтăмсăррăн кĕтекен Акатуй-Сабантуй кĕрленĕ. Вырăнти артистсемпе юнашар уявăн сĕмне пуянлатаканĕсем Аçтăрхан облаçĕнчен Юхмапа Пăла тăрăхне хапăл тунă "Услада" халăх ансамблĕ пулнă. Инçе çула çывăхлатса Каспи тинĕс хĕрринченех çитнĕ хăнасем куракансене вырăс халăх юррисемпе, хăйсен йăли-йĕркипе савăнтарнă, вырăнти çынсен алă ĕçĕн ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе кăмăлтан паллашнă. Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эмир Алимов ансамбль членĕсене уяв савăнăçне пайлама хутшăннăшăн чĕререн тав тунă.
Сцена ăстисем Пикшикри Акатуй-Сабантуйра пулнипе çеç çырлахман. Район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе ĕçлекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Полина Логунова ертсе пынипе аваллăх управçи шутланакан "Тикеш хулашĕнчи" этнографипе археологи территоринче пикеннĕ ĕçсемпе паллашнă, Каншелĕнчи "Çăлкуç" (ертỹçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов) халăх ансамблĕн хастарĕсемпе тата Первомайскинчи культура çурчĕн ĕçченĕсемпе Сител кỹлли патĕнче туслă тĕл пулу йĕркеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)