14 июня 2019 г.
Раççей кунĕ умĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин "Чăваш патшалăх ăслăлăхĕсен институчĕ" учреждени директорĕ Петр Краснов пулнă. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе федераци пĕлтерĕшлĕ истори комплексĕ пулакан "Тикеш хулаш" вырăнĕнче археологи тĕпчевĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă.
Сăмах май каласан, пирĕн районшăн аваллăх управçи шутланакан çĕрте И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем археологи тĕпчевне июнĕн 1-мĕшĕнче пикеннĕ. Чăваш патшалăх ăслăлăхĕсен институчĕн тĕп наука сотрудникĕ Наталия Березина çĕр айĕнчен пулас историксем чавса тупнă материалсемпе, вилтăпри, ĕç хатĕрĕ, йăла япалисем пулнине ĕнентерекен экспонатсемпе паллаштарнă.
Николай Малов истори объекчĕ шутланакан хулаша чĕртес ĕçе пысăк хак панă, проекта пурнăçа кĕртме ăнăçу суннă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)