Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш паттăрлăхĕ манăçмасть

31 мая 2019 г.

Ентеш паттăрлăхĕ манăçмасть

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 74 çул иртрĕ. Вăрçă ахрăмĕ çулран-çул хыçа юлса пырать пулин те çитĕнекен ăру ăна аслисен калаçăвĕнчен, кинофильмсенчен, кĕнеке вулавĕнчен лайăх пĕлет. Çак темăпа пуçарнă конкурссене те хутшăнать. Ку хутĕнче те Хирти Пикшикри вăтам шкулăн 6 класĕнче вĕренекен А. Камалетдинова Пĕтĕм Раççейри "Пирĕн истори" çамрăксен проекчĕн тупăшăвне явăçрĕ. Ĕçе пурнăçлама ăна М. Камалетдинова вĕрентекен те пулăшрĕ.

Конкурс тĕрлĕ номинаципе иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 85 субъектĕнчен куçăмсăр майпа 8500 ĕç тăратнă. 850 проектне вара суйласа илнĕ. Вăл шутра Айгульăнне те. Хĕрача "Манăн ентеш -Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ" тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Вăл М. Яраханов кун-çулне тĕпченĕ. Тỹресем 12 çĕнтерỹçĕ палăртнă. Айгуль Камалетдинова III степеньлĕ лауреат пулнă, парнене тата Мускаври Çĕнтерỹ кунне халалланă парада курма кайма тивĕçнĕ.

Миначетдин Низаметдинович чăннипех те Тăван çĕршывăн патриочĕ, шанчăклă хỹтĕлевçи. Унăн кун-çулне тĕпчес тĕлĕшпе вĕренекен сахал мар ĕç турĕ. Шкул музейĕнчи документсемпе паллашрĕ. Ял вулавăшĕнче пулчĕ. М. Яраханов Сталинграда, Донбаса, Таганрога, Крыма, Белоруссине, Польшăна ирĕке кăларма, Берлина илме хутшăннине пĕлчĕ.

Юлашкинчен Миначетдин Низаметдинович 1-мĕш Белорусси фронтĕнче взвод командирĕ пулса çапăçнă. Мамаев Курганне илнĕ чухне унăн çаврăнăçулăхне пула тăшманăн темиçе самолетне çапса антарнă. Паттăрлăхпа хастарлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.

Çарта 10 çул пулнă. Отставкăна майор званийĕпе кайнă. Кайран шкулта ачасене физкультурăпа, химипе, биологипе вĕрентнĕ.

Çулсем иртеççĕ пулин те паянхи мирлĕ тỹпешĕн алла хĕç-пăшал тытса çапăçнă паттăрсене чĕресенче упратпăрах.

З. МАХМУТОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика