21 мая 2019 г.
Çывăх вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Тикеш ялĕ туристсемпе ытти çул çỹревçĕсемшĕн илĕртỹллĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ археологи кĕтесĕ пулса тăрĕ. Район администрацийĕ çак пуçарупа иртнĕ çулах тухнăччĕ.
Темиçе кун каялла вара, тĕрĕсрех каласан çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш Республикин строительство министерствин хула тăвакан канашĕнче шăпах çак ял çумĕнче Х-ХII ĕмĕрсенче Тикеш хулаш пулнă вырăнта археологи комплексĕ тумалли малтанхи проектне пăхса тухнă, ăна ырланă.
Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пирĕн районшăн этнографи, археологи кĕтесĕ, истори пĕлтерĕшлĕ комплекс паянхи кун район халăхне çеç мар, республика, Раççей шайĕнчи çул çỹревçĕсене, туристсене питĕ кирлине, Патăрьелсемшĕн вăл район историйĕн страницине çырăннă палăк пулнине каласа панă. Проекта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальевпа унăн ывăлĕ Сергей Ювенальев художник-дизайнер хатĕрленĕ.
Комплекс "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" автомобиль çулĕ çинче, Тикеш ялĕн анăç енче вырнаçĕ. Проектпа килĕшỹллĕн, вăл икĕ пайран тăрĕ. Кунта чылай çурт-йĕр çĕклеме палăртнă: хура тата шурă мунчасем, туристсен комплексĕ, хăна çурчĕсем, музей, администраци офисĕсем, хуçалăх блокĕсем... Археологи комплексне хута яни района аталанма пулăшасса шанаççĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Енре туристсем валли интереслĕ тепĕр маршрут та пулĕ.
Сăмах май каласан, районти централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем çак кунсенче хулаш тавра 3 пин тĕп хыр лартса хăварнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)