Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика форумĕнчен медальпе таврăннă

26 апреля 2019 г.

РАЙОН тулашĕнчи пирĕн ентешсем пирки час-часах ырă та кăмăллă хыпар илтме пулать. Çак кунсенче çеç хаçат редакцине Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ Иван Михайлович Селиванов пирки çыру кĕчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти технологипе управлени академийĕн ректорĕ, биологи наукисен докторĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн профессин аслă пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ нумай пулмасть Екатеринбургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Х Еврази экономика форумне хутшăннă. Унта Латин Америки, Африка, Ази, Раççей çĕршывĕсенчи паллă ăсчахсем пуçтарăннă. Форум пысăк шайра иртни куçкĕрет. Пирĕн ентеш Екатеринбургран сумлă наградăпа таврăннă. Перу Республикин правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн Иван Михайлович Селиванова Раççейпе Латин Америки хушшинчи туслăха çирĕплетес ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн медальпе наградăланă. Çакă ентешĕмĕрĕн çемье архивне пуянлатакан черетлĕ награда.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика