23 апреля 2019 г.
Раççейре Театр çулталăкĕ пынă май Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче кăмăллă мероприяти иртрĕ. 5 а класра вĕренекенсем халăхăн ĕлĕкхи йăла-йĕркине аса илсе тĕлĕнмелле "Улах" йĕркелерĕç. Унта вĕренекенсемсĕр пуçне ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем те хутшăнчĕç.
Пĕлетпĕр-и эпир хамăр çуралса ỹснĕ тăрăха, ача чухнехи асамлă вăйăсене, асатте-асанне ташшисене, шăнкăртатса янракан юрăсене? Çак ыйтусем кăсăклантарчĕç те мана. Халăхăн авалхи йăла-йĕркине ламран-лама куçарасси, вĕсемпе шкул ачисене паллаштарасси, халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулчĕ. Ваттисен сăмахĕ те çапла вĕрентет: "Иртнине манаканăн - малашлăхĕ çук".
Улах лартакан "кил хуçи" - Айгель. Ун патне тус-тантăшĕ пуçтарăнать. Пурте илемлĕ те капăр тутар халăх тумĕпе. Юрла-юрла алă ĕç тума пуçларĕç: пĕрисем алса-чăлха çыхаççĕ, теприсем тĕрĕ тĕрлеççĕ, чĕнтĕр йĕппипе усă куракан та пур.
Купăс сасси илтĕнсе кайрĕ, каччăсем иккен. Вĕсем такмаксем каласа ĕçчен хĕрсене мухтаççĕ. Пурте пĕрле тăрса мăн асаннесен юррисене шăрантарчĕç, ура хуçса ташларĕç, улах вăййисене выляса кăтартрĕç. Вĕренекенсем чăн артистсем пекех сцена çинче выляса пултарулăхĕпе курма килнисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç.
Адиля асламăшĕ, Вахитова Гелжиян аппа, ача сăпки çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, авалхи сăпка юррисене аса илсе юрлама вĕрентрĕ. Çăл шывĕн усси çинчен те каласа хăварчĕ, хăйĕн мăнукне тата ытти ачасене кĕвентепе тулли витресемпе тикĕс утма вĕрентрĕ.
Улах пурте пĕрле шăрантарнă юрăпа асамлă пулса тăчĕ. Уява пухăннисем купăс çеммипе тутар халăх юррине хаваспах юрларĕç. "Кил хуçи" хăнасене вĕри чейпе тата тутлă çимĕçсемпе сăйларĕ.
Т. СУРНАЕВА, класс ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)