01 марта 2019 г.
Шел пулин те, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче служба тивĕçне пурнăçласа çамрăклăхне татнă яшсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерĕ Хирти Пикшик каччи Фирдус Камалетдинов.
Чечня вăрçин синкерлĕхĕ салтакăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех çывăх тăванĕсене те пысăк хурлăх кỹнĕ. Çар тумне тăхăничченех вăл сывă пурнăç йĕркипе туслă пулнă, хăйĕн характерне, чăтăмлăхне спортра пиçĕхтернĕ. Çамрăклах каччă ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăра та палăрма ĕлкĕрнĕ. Фирдуспа юлашки хут сывпуллашни çултан-çул хыçа юлса пырать пулин те, паттăрăн ят-сумĕ паян кун та упранать. Çакна çулсеренех ун ячĕпе ачасемпе çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе йĕркелекен республика турнирĕ те çирĕплетсе парать. Кăçал вăл Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче ХХIV хут иртрĕ.
Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕпе çыхăннă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен çар комиссарĕ В. Семенов, ЧР ШĔМĕн "Гром" спецназ командирĕ, полици подполковникĕ В. Фомиряков, районти спорт ветеранĕсем, Фирдус Камалетдиновăн тăванĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Тухса калакансенчен пурте турнир пĕлтерĕшĕ, вăл çамрăксене патриотла воспитани пама, хĕрсемпе каччăсене çирĕп хул-çурăмлă, вăй-халлă çитĕнме пулăшнине, спорт маçтăрлăхне, коллективсем хушшинчи туслăха ỹстернине палăртрĕç. "Районта ырă та пархатарлă йăла-йĕркене, ятарлă турнирсене манăçа кăларманни пирĕн халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăннине çирĕплетсе паракан тĕслĕхсенчен пĕри",-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов турнира хутшăнакан спортсменсене пысăк çĕнтерỹ сунса.
Çак мероприяти çулсеренех çĕнелсе, географи тĕлĕшĕнчен анлăланса пырать. Помост çине тухакан кĕрешỹçĕсем хамăр районтан çеç мар, кỹршĕ Шăмăршăран, Канашпа Шупашкар, Ульяновск хулисенчен, Тутарстанран, Мордови Республикинчен те килнĕ. Фирдус Камалетдинов ячĕпе йĕркелекен йăлана кĕнĕ турнира Воронежра пурăнакан амăшĕпе хĕрĕ хапăл туни те пĕлтерĕшлĕ. Яланхиллех куракансене вăйă илемĕпе тыткăнлакансем Хирти Пикшикрен, Турхантан, Нăрваш Шăхалĕнчен, Ыхра Çырминчен, Шăнкăртамран, Патăрьелĕнчен, Первомайскинчен, Сăкăтран, Пăлапуç Пашьелĕнчен, Ишлĕрен, Тутар Сăкăтĕнчен пулчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла. Ачасене хатĕрлекен тренерсем вĕсемпе çине тăрса ĕçлени куç умĕнче. Помост çине тухакан спортсменсем пĕринчен тепри парăнасшăн мар. Кăçалхи çĕнĕлĕхсем пирки те асăнса хăварасшăн. Ăмăртура пуçласа 20 килограмлă виçе ушкăнĕнчи арçын ачасем кĕрешỹ мелне алла илме вĕреннине пăхма та кăмăллă пулчĕ. Тепĕр темиçе çултан вĕсем те чăн-чăн паттăрсем пекех турнира хутшăнĕç. 30 тата 36 килограмлă виçесемпе хĕр ачасем помост çине тухнине те куракансем пĕрремĕш хут хакларĕç. Сăмах май каласан, вĕсенчен Воронежри А. Сироткинапа Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинăран килнĕ Я. Ванюкова пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕç.
Турнирта 20 килограмран пуçласа 70 килограмран ытларах виçеллисем хăйсен ушкăнĕсенчи спортсменсемпе черетленсе кĕрешрĕç. Вăйлинчен вăйлăраххисен тупăшăвĕ çивĕч, хĕрỹ иртрĕ. Çапах та çĕнтерỹçĕсен ятне асăнса хăварасах килет: А. Шарафутдинов (20 кг, Хирти Пикшик), Р. Тазетдинов (27 кг, Патăрьел), В. Журавлев (31 кг, Патăрьел), А. Цветков (35 кг, Патăрьел), Р. Вахитов (40 кг, Патăрьел), В. Хакимов (44 кг, Патăрьел), Н. Юнусов (52 кг, Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткино), М. Молочников (57 кг, Первомайски), Р. Яроцков (60 кг, Мордва Республики), И. Иванов (70 кг ытларах, Канаш районĕ) Хисеп хучĕпе парнене тивĕçрĕç. Çавăн пекех призерсем те ăмăртуран пушă алăпа каймарĕç.
А. ЕГОРОВА
Паттёр салтакён яч. вил.мс.р
Шел пулин те: Юхмапа Пёла тёрёх.нче служба тив.=не пурнё=ласа =амрёклёхне татнё яшсем сахал мар? В.сенчен п.ри _ Паттёрлёх орден.пе Суворов медал.н кавалер. Хирти Пикшик каччи Фирдус Камалетдинов?
Чечня вёр=ин синкерл.х. салтакён ашш.-амёш.пе п.рлех =ывёх тёван.сене те пысёк хурлёх к\н.? +ар тумне тёхёничченех вёл сывё пурнё= й.ркипе туслё пулнё: хёй.н характерне: чётёмлёхне спортра пи=.хтерн.? +амрёклах каччё ир.кл. майпа к.решессипе республикёра та палёрма .лк.рн.? Фирдуспа юлашки хут сывпуллашни =ултан-=ул хы=а юлса пырать пулин те: паттёрён ят-сум. паян кун та упранать? +акна =улсеренех ун яч.пе ачасемпе =амрёксем хушшинче ир.кл. майпа к.решессипе й.ркелекен республика турнир. те =ир.плетсе парать? Кё=ал вёл Патёрьел.нчи «Паттёр» физкультурёпа спорт комплекс.нче ХХIV хут иртр.?
Тёван =.ршыв х\т.лев=ин кун.пе =ыхённё мероприятие район администраций.н пу=лёх.
Р? Селиванов: Шёмёршё тата Патёрьел район.сен =ар комиссар. В? Семенов: ЧР Ш,М.н «Гром» спецназ командир.: полици подполковник. В? Фомиряков: районти спорт ветеран.сем: Фирдус Камалетдиновён тёван.сем тата ыттисем те хутшёнч.=? Тухса калакансенчен пурте турнир п.лтер.ш.: вёл =амрёксене патриотла воспитани пама: х.рсемпе каччёсене =ир.п хул-=урёмлё: вёй-халлё =ит.нме пулёшнине: спорт ма=тёрлёхне: коллективсем хушшинчи туслёха \стернине палёртр.=? «Районта ырё та пархатарлё йёла-й.ркене: ятарлё турнирсене манё=а кёларманни пир.н халёх п.р-п.ринпе туслё пурённине =ир.плетсе паракан т.сл.хсенчен п.ри»:_тер. район администраций.н пу=лёх. Рудольф Селиванов турнира хутшёнакан спортсменсене пысёк =.нтер\ сунса?
+ак мероприяти =улсеренех =.нелсе: географи т.л.ш.нчен анлёланса пырать? Помост =ине тухакан к.реш\=.сем хамёр районтан =е= мар: к\рш. Шёмёршёран: Канашпа Шупашкар: Ульяновск хулисенчен: Тутарстанран: Мордови Республикинчен те килн.? Фирдус Камалетдинов яч.пе й.ркелекен йёлана к.н. турнира Воронежра пурёнакан амёш.пе х.р. хапёл туни те п.лтер.шл.? Яланхиллех куракансене вёйё илем.пе тыткёнлакансем Хирти Пикшикрен: Турхантан: Нёрваш Шёхал.нчен: Ыхра +ырминчен: Шёнкёртамран: Патёрьел.нчен: Первомайскинчен: Сёкётран: Пёлапу= Пашьел.нчен: Ишл.рен: Тутар Сёкёт.нчен пулч.=? +акна та палёртса хёвармалла? Ачасене хат.рлекен тренерсем в.семпе =ине тёрса .=лени ку= ум.нче? Помост =ине тухакан спортсменсем п.ринчен тепри парёнасшён мар? Кё=алхи =.н.л.хсем пирки те асёнса хёварасшён? Ёмёртура пу=ласа 20 килограмлё ви=е ушкён.нчи ар=ын ачасем к.реш\ мелне алла илме в.реннине пёхма та кёмёллё пулч.? Теп.р теми=е =ултан в.сем те чён-чён паттёрсем пекех турнира хутшён.=? 30 тата 36 килограмлё ви=есемпе х.р ачасем помост =ине тухнине те куракансем п.ррем.ш хут хаклар.=? Сёмах май каласан: в.сенчен Воронежри А? Сироткинапа Ульяновск обла=.нчи Аслё Нагаткинёран килн. Я? Ванюкова пьедесталён чи =\лл. картлашки =ине тёма тив.=р.=?
Турнирта 20 килограмран пу=ласа 70 килограмран ытларах ви=еллисем хёйсен ушкён.сенчи спортсменсемпе черетленсе к.решр.=? Вёйлинчен вёйлёраххисен тупёшёв. =ив.ч: х.р\ иртр.? +апах та =.нтер\=.сен ятне асёнса хёварасах килет% А? Шарафутдинов (20 кг: Хирти Пикшик): Р? Тазетдинов (27 кг: Патёрьел): В? Журавлев (31 кг: Патёрьел): А? Цветков (35 кг: Патёрьел): Р? Вахитов (40 кг: Патёрьел): В? Хакимов (44 кг: Патёрьел): Н? Юнусов (52 кг: Ульяновск обла=.нчи Аслё Нагаткино): М? Молочников (57 кг: Первомайски): Р? Яроцков (60 кг: Мордва Республики): И? Иванов (70 кг ытларах: Канаш район.) Хисеп хуч.пе парнене тив.=р.=? +авён пекех призерсем те ёмёртуран пушё алёпа каймар.=?
А? Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)