22 февраля 2019 г.
Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ, республикăри ветерансем хушшинче темиçе хутчен йĕлтĕрпе чупса чемпион ятне тивĕçнĕ, спорт мастерĕн кандадачĕ пулнă В. Маркиданов ячĕпе йăлана кĕнĕ ăмăртусем иртрĕç. Кунти йĕлтĕр трассине те Виталий Иванович ячĕпех панă.
Ăмăртусене 20 команда явăçрĕ. Пурĕ 150 ытла йĕлтĕрçĕ старта тăчĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С. Чернова, "Паттăр" ФСКапа ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Алимов, Виталий Иванович ывăлĕсем Владимир, Евгений, Иван саламларĕç.
Старта тăнисем ỹсĕм çулне кура 1,2 - 2,4 çухрăмсене чупрĕç. Кĕçĕннисенчен Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Ф. Езюков, Çĕнĕ Ахпỹртри шкулти А. Цыганова, Нăрваш Шăхалĕнчи Г. Никитин, Т. Никитина, аслăраххисенчен Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи А. Тарасов, Хирти Пикшикри Д. Иванкина, Первомайскинчи вăтам шкулти А. Андреев, В. Иванова, Ыхра Çырминчи М. Огурцова, Аслă Чементи А. Ежова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Селиванов пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Икĕ арçын ачапа икĕ хĕрача кайнă пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинчи эстафетăра та, вăтам шкулсен тупăшăвĕнче те (3 арçын ачапа 3 хĕрача) Первомайскисем çĕнтерчĕç.
Ял тăрăхĕсен эстафетинче (3 арçынпа 2 хĕрарăм) Пикшике кĕрекен Маркидановсен çемйи мала тухрĕ.
Йĕлтĕр йĕрĕн стартне тăнă арçынсенчен Патăрьелĕнчи С. Хитров, хĕрарăмсенчен Кĕçĕн Арапуçĕнчи Т. Маркиданова малта.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем "Паттăр" ФСКапа ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе Маркидановсен, Базманкинсен çемйисен ячĕсемпе çирĕплетнĕ дипломсене, медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.
А. Иванова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)