12 февраля 2019 г.
РАÇÇЕЙ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн палăртнă Театр çулталăкĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пысăк кăмăл-туйăмпа пуçланчĕ. Артистсем районти культурăпа кану центрĕнчи тĕп сцена çинче çеç мар, ялсенче те халăха тĕрлĕрен спектакльпе савăнтарма пикенчĕç. Ку тĕлĕшпе сахал мар опыт пухнă Хирти Пикшикри халăх театрĕн сцена ăстисем вара гастроле тухма та пикеннĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем "Эх, акчасы" ("Эх, укçи") (авторĕ Г. Сагидуллин) пьесипе лартнă камитпе Шăнкăртамри куракансене савăнтарнă. Спектакле хапăл тунисем А. Сагдеева, Р. Хамдеев, И. Усманов, А. Чебенова, А. Чебенов, А. Вахитова сăнарсене чун-чĕререн калăпланине тăвăллăн алă çупса çирĕплетнĕ.
Хирти Пикшик халăх театрĕ çывăх вăхăтра хăйсен пултарулăхĕпе районти, кỹршĕ районти ялсене те çитесшĕн, Театр çулталăкне тухăçлă та, усăллă та ирттересшĕн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)