18 января 2019 г.
КИВĔ Çĕнĕ çула Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи культура çурчĕсенче хăйне евĕр асра юлмалла, ĕлĕкхи йăла-йĕркене аса илсе, ырă та савăк кăмăлпа ирттерсе янă. Тикешсем вара çак каçхине хăйсем çеç мар, республикăри эстрада артисчĕсемпе юнашарах савăннă. Паллă юрăçсем пĕлтĕр юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн çĕнелнĕ клуба килсе хăйсен пултарулăхне кăтартма хаваспах хапăл тунă, ял çыннисене ĕлĕкхи тата çĕнĕ юрă-кĕвĕпе чун каничченех савăнтарнă. Людмила Семенова, Андрей Казанцев, Алина Акăшпи юрăçсем тата Александр Сорокин купăсçа куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă.
Халăхра Çĕнĕ çула мĕнле пуçлатăн, çавăн пекех вĕçлетĕн текен сăнав пур. Çулталăка савăнăçлă та пысăк кăмăлпа пикеннине хакласан сарă Сысна çулталăкĕ Тикешсемшĕн те кăмăллă пулмалла. Концерта пухăннисене Ольга Алексеева культорганизаторпа Василий Егоров староста та çавнах суннă, артистсене вара куракансен ячĕпе чун киленĕçĕшĕн тав тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)