28 декабря 2018 г.
Çĕнĕ çул умĕнхи кунсем пĕрин хыççăн тепри паллă та асра юлмалли пулăмсемпе палăраççĕ. Тин çеç Шăхачра çул тата çак ялта, Анат Туçара модернизациленĕ клубсем хута кайрĕç. Декабрĕн 25-мĕшĕнче Ишлĕре пурăнакансем те хăйсен савăнăçне ыттисемпе пĕрле пайларĕç. Кунта хуларинчен нимпе те кая мар вĕр çĕнĕ культура çурчĕ тата "Первомайски - Ишлĕ" автоçулăн 5 çухрăмне юсанă хыççăн сумлă лару-тăрура уçрĕç. Çак ятпа вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, ЧР культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата ыттисем те саламларĕç.
Кермене аса илтерекен 100 вырăнлă клуба "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн тунă. Унăн никĕсне кăçалхи май уйăхĕнче хунăччĕ. "Батыревская МТС" пĕрлешỹре вăй хуракансем кĕске вăхăтра объекта хăпартрĕç. Ăшă та хăтлă çуртра халь библиотека та вырнаçнă, кружоксем ирттерме те пỹлĕм пур. Шкул ачисем, пĕлỹ çурчĕ хирĕçлех вырнаçнăран, кунта çул тупма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вĕсем республикăран тата районтан килнĕ хăнасем валли хăйсен аллипе ăсталанă Çĕнĕ çул открыткисем хатĕрленĕ.
"Первомайски -Ишлĕ" автоçулпа та çанталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те çỹреме кăмăллă. Çăмăл машинăсем те, йывăр тиевлисем те палăртнă çĕре вăхăтра çитме пултараççĕ. Çул айккипе вырнаçтарнă юпасем çинче лампочкăсем пуртан çĕрле те çутă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов Раççей Правительствинче, республикăра ялти çынсен пурнăç условине лайăхлатма тĕрлĕ программа хатĕрленине, пуçарулăх бюджечĕпе ăнăçлă усă курса Чăваш Енре 357 проекта ĕçе кĕртнине каларĕ.
Тикешре те кăçал тахçантанпах юсав курман клуба модернизацилерĕç. Хисеплĕ хăнасене çутă та ăшă çуртра "Хĕлхем" ушкăн юрăпах кĕтсе илчĕ. Вырăнти артистсем халь репетицисем ирттерме савăнсах килнине пĕлтерчĕç.
- Ялта хуларинчен кая мар пурăнмалли условисем пулччăр тесе тăрăшатпăр: шкулсемпе ача сачĕсене çĕнететпĕр, клубсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, çулсем хута яратпăр. Пĕр çын вăйĕпе нимĕн те пулмасть, пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç çитĕнỹсем пулаççĕ, _ терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов клуба пухăннă халăха çывхаракан Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламланă май.
Хаклав
Лидия АЛЕКСЕЕВА, Тикеш ялĕ:
- 12 çул - 2004 - 2016 çулсенче - Тикешри клуб заведующийĕнче ĕçлерĕм. Культура çурчĕ тесе калама май та çукчĕ ăна: юсав ирттерменрен урайĕ те çĕрнĕччĕ, чỹречисене те çатăркапа кăн
а карнăччĕ. Хамăр вăйпа çеç тирпейлекелесе тăраттăмăрччĕ. Паянхи клуба керменпе танлаштарас килет. Çавна май ташлас та, юрлас та килет, чун савăнса тăрать. Марина КАБАЕВА, Ишлĕри клуб заведующийĕ:
- Ялсене пĕрлештерсе тăракан, йăла-йĕркене упрама пулăшакан культура çурчĕ тата çул хута кайрĕ. Çакăншăн эпир, Ишлĕ ял тăрăхĕнче пурăнакансем, еплерех хĕпĕртенине сăмахпа та калама май çук. Ку клубра мероприятисем ирттерме те кăмăллă. Республика, район, ял тăрăх ертỹçисене ял çыннисен пурнăçне хăтлă туса парассишĕн тăрăшнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)