Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннемĕрсем тивĕç мухтава

27 ноября 2018 г.

Районти культурăпа кану центрĕнче Анне кунне халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ.

Çак ятпа пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С. Чернова саламларĕ. Этемлĕхĕн ырă та чипер çыннисене Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ А. Емельянов ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина çемьеллĕ пурнăçри ылтăн юбилярсене - Кĕçĕн Арапуçĕнчи Василий Игнатьевичпа Лидия Михайловна Зуевсене тата Патăрьелĕнчи Ришат Калимулловичпа Дина Нурулловна Куликовсене - ăшшăн саламларĕ.

Салам сăмахĕсем республикăри "Çулталăк çемйи - 2018" конкурсра "Социаллă яваплă çемье" номинацие тивĕçнĕ Кзыл Камышри Масяевсемшĕн тата "Пултаруллă çемье" ята çĕнсе илнĕ Шăнкăртамри Юнусовсемшĕн те янрарĕç.

Пухăннисене "Ăраскал" ансамбль, ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, "Евгенята" ташă ушкăнĕ, ача сачĕсен воспитанникĕсемпе шкулсенче вĕренекенсем, культурăпа кану центрĕнчи театр студине çỹрекенсем тата ыттисем те хăйсен пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç.

Уяв кунĕ тĕлне ирттернĕ "Анне чĕри" районти конкурс çĕнтрỹçисемпе призерĕсене те чысларĕç. Вĕсен ĕçĕсемпе фойере паллашма пулчĕ. Анне вăл пирĕшти, управçă, çурт ăшши... Çавăнпа та ку уяв ыттисенчен уйрăларах та тăрать. Çак кун кашнийĕн хăйĕн çывăх çыннине саламламалли пурах.

Анне чĕри нихăçан та ан пăшăрхантăр. Унăн куçĕнчен савăнăç куççулĕ çеç юхтăр. Ачисемпе мăнаçланма, хăпартланма пултартăр аннемĕр.

Пикшик ял тăрăхĕнче Анне кунне анлăн паллă турĕç.

Культура çуртĕнче тутар драматурги классикĕсен "Çурт сутнă укçа", "20 çул иртсен" спектаклĕсене лартрĕç. Унтан сцена çине Тутарстанран килнĕ театр коллективĕсем тухни те кăмăллă пулчĕ. Тематика каçĕсем, "Юратнă аннеçĕм!" концерт йĕркелерĕç. Кашнийĕшĕ савăнăç куççулĕ кăларчĕ.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта вара "Анне чĕри" конкурс иртрĕ. Лайăх ĕçсене района тăратрĕç. Аннесен юратăвĕ те иксĕлми, чăтăмлăхĕ те çителĕклех-çке. Ачисемшĕн темĕн тума та хатĕр вĕсем. Çитĕнекен ăру та ырăпа тавăрма пĕлет вĕсене.

Çакна черетлĕ мероприятисем те çирĕплетрĕç.

х х х

Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче аннесене халалласа уяв ирттерчĕç. Çак ятпа чи çывăх çынсене Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ, вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ А. Мальцева, ял старости А. Логунов саламларĕç. Унтан шоу-конкурс пуçланчĕ.

Аннесем мĕнле ăста, чипер, тимлĕхлĕ, ĕçчен иккен. Çакна курса çирĕплетме пулчĕ сцена çинчен. Конкурса 4 анне хутшăнчĕ. Вĕсен ултă тĕрĕслев витĕр тухмалла пулчĕ. Малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. Унтан творчествăри ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Юрлама, шỹтлеме, ташлама... пултараççĕ пурте.

Апат-çимĕç пĕçерме те ăста кашнийĕ. Салачĕ-кукăлĕпе килти сĕтелĕ тулăх, уяв чухнехи евĕрех вĕсен. "Ачана апатлантарассине" те манман нихăшĕ те.

Тутар Тимешĕнчи Г. Насырова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Вăтаелĕнчи М. Щербакова "Чи талантлă анне", Туçари А. Кузнецова "Чи ăста анне", Кивĕ Ахпỹртри Е. Рзаева "Чи çепĕç анне" номинацисене тивĕçрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика