Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена уншăн - чун киленĕçĕ

16 ноября 2018 г.

Районти культура учрежденийĕсем хушшинче республика умĕнче курăмлă ĕç туса "халăх" коллективĕ ята тивĕçнисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Хирти Пикшикри халăх театрĕ.

Сăмах май каласан, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Тефкил Хамдеев (йывăр тăпри çăмăл пултăр) режиссер йĕркелесе янă коллектив çур ĕмĕр ытла сцена çинче пурăнать. Хастар артистсен труппи çеç вăхăтран вăхăта çĕнелсе, улшăнса пырать. 2002 çултанпа Дания Салахова учительница ертсе пыракан творчество ушкăнне вунă çын çỹрет. Хастаррипе пултаруллисенчен пĕри - Зульфия Минтагировна Вахитова культура ĕçченĕ, театра художество тĕлĕшĕнчен лартаканĕ. Районти тĕп больницăра 15 çул сестра-хозяйкăра ĕçленĕ виçĕ ача амăшĕн пурнăçĕнче вунă çул каялла пысăк улшăну пулса иртет. Зульфия Минтагировнан чĕринче тахçантанпа хĕлхем парса тăракан туйăм çиеле тухать. Шурă халатлисен коллективĕнче Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе лартнă "Лисук" камит хыççăн вăл хăйне театрта "присяга" йышăннă тесе шутлать. Дебют ăнăçлă пулса тухнă, халăх ăна ăшшăн йышăннă хыççăн З. Вахитова сывлăх хуралĕнчен культурăна куçать те.

- Мĕн çамрăкранпах эпĕ сцена çинчи театр артисчĕсене куç хупми пăхса киленеттĕм. Шкулта вĕреннĕ чухнех пĕчĕк сценкăсем лартнă çĕре хутшăнма тăрăшаттăм. Çынсене тăрă шыв çине кăларма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнма, çемьери таса туйăма, чыса упрама вĕрентекен кĕске пьесăсене халăх умне кăларма питĕ килĕшетчĕ. Театр коллективĕн паянхи тĕллевĕ те çавах. Унсăр пуçне ял халăхĕн ĕлĕкхи тата хальхи пурнăçне, культурине, йăлине уçса паракан спектакльсене те сцена çине кăларма тăрăшатпăр. Чи пахи - пирĕн артистсем рольсенче "пурăнма" пĕлни. Çавăнпа та хамăрăн репертуарпа кирек ăçта кайсан та пире тăвăллăн алă çупса тав тăваççĕ. Çакă вара вăйлăрах ĕçлеме вăй-хăват çеç хушать. Хамăн шăпана сценăпа, театрпа, юрă-ташăпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Ĕçе хавхаланса утатăп, хăпартланса таврăнатăп. Мăшăрăм та культура ĕçченĕ пулнă май, ачасем те юрра-ташша юратса ỹсеççĕ,- чунри вăрттăнлăхне уçрĕ Зульфия Минтагировна.

Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2019 çула Чăваш Республикинче Театр çулталăкĕ тесе йышăннă. Хирти Пикшикри халăх театрĕ ăна тухăçлă та кăсăклă ирттерме, çĕнĕ спектакльсемпе районти тутарсене çеç мар, ытти района, республикăна тухса çỹресе унти тăванăмăрсене те савăнтарасшăн. Ку тĕлĕшпе вĕсен опычĕ те, мехелĕ те çителĕклĕ. Хирти Пикшикри халăх театрĕн артисчĕсем Тутарстанри Пăва районĕнче те, Чулхула облаçĕнче те, Шăмăршă районĕнчи Виçпỹрт Шăмăршăра тата ытти çĕрте те кĕтнĕ хăнасем.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика