Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун савăнать, чĕре сикет, Татах та хастар пулас килет

26 октября 2018 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци çынни ĕçпе канăва яланах пĕрле çыхăнтарма хăнăхнă. Вăл вара ĕç тухăçлăхне ỹстерме, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва, туслăха çирĕплетме пулăшать.

Хальхи вăхăтра районти уй-хирти анасем пушанса пĕтрĕç. Хĕрỹ вырма ĕçĕсем хыçа юлчĕç темелле. Тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ тапхăрта çĕр ĕçченĕсем çеç мар, культура работникĕсем те канлĕхе çухатаççĕ. Уй-хир ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ĕçлеме хавхалантарас, вăй-хăват хушас, савăк кăмăл парнелес тĕллевпе Пикшик ял тăрăхĕ çумĕнчи агитбригада ушкăнĕ те Л. Кольцова ертсе пынипе сахал мар концерт программипе тухса çỹрерĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнче тĕрлĕ наци çынни пурăнать: чăваш, тутар, вырăс. Çавăнпа та хамăрăн программăна хатĕрленĕ чухне çакна та шута илетпĕр. Коллективсенче ытларах халăх юррисене хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Çамрăкрах ăрурисемшĕн эстрада юррисем çывăхрах.

Унчченсенче районти ялсенче агитбригада ушкăнĕсем йышлăччĕ. Вĕсем йĕтем çинче те, хирте те, фермăсенче те пулатчĕç. Ырă ĕçе малалла тăсса, эпир те хамăрăн ушкăнпа çулсеренех мухтавлă çĕр ĕçченне юрă-кĕвĕпе савăнтарасшăн.

Н. ВАХИТОВ, Хирти Пикшикри культура çурчĕн директорĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика