07 сентября 2018 г.
Тикешре ирĕклĕ майпа çамрăксем хушшинче кĕрешсе Раççей спорт мастерĕн, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физкультурăпа спорт кафедрин аслă преподавателĕн С. Семеновăн парнине çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Мордва, Тутар Республикисенчен, Канаш, Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчен килнĕ 100 ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов тата ыттисем те саламланă.
Тупăшу хĕрỹ те çивĕч иртнĕ. Çулĕсене кура мар кĕрешỹ мелне лайăх пĕлекен яшсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Пьедесталăн чи çỹллĕ картлаçĕ çине тăма вара Д. Орешин (Тикеш), К. Макаров (Патăрьел), П. Козлов, А. Угарин, М. Петин (Мордва Республики), Разильпе Ранис Вахитовсем, Н. Родионов (Патăрьел), М. Ерофеев (Ишлĕ), Т. Зубрин (Хусан) тивĕçнĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)