24 июля 2018 г.
Хирти Пикшикре çуралса ỹснĕ Накип Каштанов çынсен сывлăхне те, чунне те сиплет. Вăл - хисеплĕ тухтăр-пульмонолог (35 çул Хусанти клиника больницинче ĕçлет) тата Тутар Республикин талантлă драматургĕпе публицисчĕ, тĕрлĕрен преми лауреачĕ.
Накип Фасхетдинович ку таранччен 29 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсем хушшинче наукăпа çыхăннă монографисем, лирикăлла тата философилле сăвăсем те пур. Раççей Федерацийĕн тата Тутар Республикин Журналистсен союзĕсен членĕн 30 ытла сăввине юрра та хывнă. Урăхла каласан, район тулашĕнче тăрăшакан ентешĕмĕрĕн çитĕнĕвĕпе мăнаçланма сăлтавĕ пысăк. Нумай пулмасть çеç тата вулакансем тухтăр-писателĕн тепĕр çĕнĕ кĕнекине алла илнĕ. "Новый взгляд на пневмонию и частные вопросы пульмонологии" кĕнекере автор ỹпке чирĕн вăрттăнлăхĕсене, унпа кĕрешмелли мелсене анлăн çутатса парать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)