17 июля 2018 г.
Кĕçĕн Арапуçсем Питрав уявне кăмăлтан ирттернĕ, ватти-вĕтти унчченхине аса илсе вăйă картине тăнă. Аслă çулхи хĕрарăмсем пурте чăваш çи-пуçĕпе, çутă калушпа, тĕрленĕ тутăрпа... Малтанах вĕсем хăйсен урамĕсемпе юрласа тухнă, ун хыççăн ялти кану паркĕнче пысăк картана пуçтарăннă. Кунта вара пурте пĕрле ĕлĕкхи йăла-йĕркене аса илнĕ: çерем пăсса вир те акнă, çĕрĕ памалла та вылянă, çавăнтах ташланă-юрланă, пĕр-пĕринпе шỹтленĕ... Вениамин Кольцов ăста купăсçă тата юрăçă ял çыннисене пĕр самант та кичемленме паман. Хăй те чăваш юррисене пĕрин хыççăн теприне шăрантарнă, пурин кăмăлне те тупнă. Юлашкинчен çерем çинче пĕрле тутаннă какай шỹрпи тата ăш пиллĕ калаçу вара чылайлăха пурин асĕнче те юлĕ.
- Ял халăхĕ кирек мĕнле мероприятие те хапăл йышăнать. Йĕркелемелле çеç. Çак уява ирттерсе яма та А. Казначеева, И. Краснова, А. Маркиданова хастарсем чылай пулăшрĕç. Малашне çак ырă йăлана пăрахăçласшăн мар, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, уявĕсене пĕрле аса илсех тăрасшăн,- каласа парать Л. Кольцова культура организаторĕ. Сăмах май каласан, Людмина Викторовна çак отрасльте пуян опыт пухнă çын: 35 çул тăрăшать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)