Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕпер ял илемĕ пултăр

03 июля 2018 г.

- Еншикри "Школьная урампа тепĕр касса пысăках мар кĕпер çыхăнтарса тăрать. Юлашки çулсенче йывăç юпа-тĕрев çинче тăракан каçма йăлтах кивелчĕ, çĕрĕшрĕ. Паян кунтан каçса çỹреме те хăрушă. Пĕчĕк ачасем çеç мар, ватăсем те çырмана чăмма, инкек курма пултараççĕ. Кун пирки ял тăрăх пуçлăхне те, старостăна та пĕлтернĕ, анчах хальлĕхе нимĕнле улшăну та çук. Ĕçне пуçарса, йĕркелесе ярсан хамăр та май пур таран пая кĕрĕттĕмĕр...", - çапла пăшăрханса телефонпа пĕлтерчĕç ватăсем.

Шăнкăрав йĕрĕпе çула тухнă хыççăн кинемейсемпе пĕрле çак каçма урлă хам та хăра-хăра çеç каçса пăхрăм. Урай хăми чалăшса, шăтса пĕтнĕ. Кĕпер карлăкĕн тĕревĕ те юрăхсăр, пĕр вырăнта вăл йăтăнсах аннă... Çапах та халăх паян çак авариллĕ каçмапах усă курать-ха: ачасем шкула, ача садне утаççĕ, ял çынни лавккана, ирхине тулли витрепе сĕт пама та кунтанах каçать. Почтальонка та хăнăхнă çулпах хисеплĕ вулаканăмăрсене хаçат-журнал валеçме васкать тата ытти те. Саккăрмĕш, тăххăрмĕш теçеткене ваклакан Н. Сурнаева, В. Бакеева, Е. Денисова каланă тăрăх çак кĕпере вăхăтĕнче И. Сурнаев ял старости çĕнеттернĕ. Унтанпа çирĕм çул та иртсе кайнă темелле. Йывăç каçма чăннипех "шур сухалланнă".

Хальхи вăхăтра районти нихăш ял тăрăх хысни те пуян мар. Халăхран пуçтарăнакан сулăм укçипех (самообложени) ял инфраструктурине кирлĕ шайра тытса тăма май пулмĕ. Паян чылай çĕрте халăх вăйĕ, уйрăм меценатсен пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем патне "çул хывма" вара вырăнти влаç та, халăх суйланă депутатсем те, староста та пур. Кинемейсем пуçланă ыйтăва пайăрлатма ял старостипе Геннадий Муштаковпа та курса калаçрăмăр:

- Ку ыйтупа ял тăрăх пуçлăхĕпе калаçу пуçарнă. Вăл кăçаллăха ăна тума укçа-тенкĕ çитменнине пĕлтерчĕ. Çапах та шанăçа çухатмастпăр. Пахча ĕçĕнчен, утăран кăштах пушаннă хыççăн кĕпер ыйтăвĕпе ĕçлеме пикенесшĕн. Ăна хальхи евĕр йывăçран мар, никĕсне бетонран ярсах тăвасшăн, - пĕлтерчĕ Геннадий Петрович. Сăмах çилпе çеç вĕçсе каймасан, Еншикри çак урамра та чĕнтĕрлĕ пулмасан та çĕнĕ кĕпер хывăнасса шансах тăратпăр. Вăл малашне ял илемĕ пултăр.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика