29 июня 2018 г.
Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Именкасси ялĕнче паян 120 çын пурăнать. Вĕсенчен 34-шĕ чăваш, 86-шĕ тутар. Пĕр ялтах икĕ тĕн конфессине, икĕ йăла-йĕркене пăхăнакан, çав вăхăтрах икĕ чĕлхепе калаçакан наци çыннисем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнасси авалтанах пырать. Истори докуменчĕсенчен туслăх тымарĕ XVI ĕмĕр вĕçĕнченех йăл илме пикенни паллă. Паян вара кунта пурăнакансем хăйсене "интернационалла ял" тесе çирĕппĕнех хак параççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче ялта чăваш пикисемпе тутар каччисем çемье çавăраççĕ, ача-пăча çуратса çитĕнтерççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ тата ытти те.
Сăмахăма çемьесем пирки пуçланă май çакна та палăртса хăварас килет. Пысăках мар çак ялта паянхи кун çул çитмен 19 ача пурăнать. Вĕсем хушшинче хутăш çемьере çитĕнекенсем те пур. Вĕсенчен пĕри - Шарефетдиновсем. Ангелина Юрьевнăпа Рафик Абдулкадирович çамрăк мăшăра паян тăватă пепки савăнтарать: Альберт, Регина, Аделина тата пĕчĕк Рамиля. Кил хуçи хĕрарăмĕ эпир пынă вăхăтра шăпах ачисемпе пахчара тăрмашатчĕ. Вĕсем пĕринчен тепри правур, маттур. Тĕрĕссипе, тутарла лайăх ăнланманран, шăпăрлансем мĕн пирки хĕрсех калаçнине те ăнкараймарăм. Çав хушăрах çакскерсем чăн-чăн чăвашла хутшăннинчен тĕлĕнмеллиепех тĕлĕнтĕм. "Пирĕн çемьере ку тĕлĕшпе пысăк ăнланулăх. Çавăнпа та мăшăрпа, ачасемпе икĕ чĕлхепе те хутшăнатпăр. Йăли-йĕркине те уйăрмастпăр. Ураза-байрам, Курбан-Байрам тата ытти праçниксенче халăхпа пĕрлех савăнатпăр, Мăнкунта çăмарта сăрлатпăр...",- каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ. Тутаркассинче интернационалла çемьесем татах пур. Зарифуллапа Мария Шарефутдиновсем, Минебелипе Раиса Шигабетдиновсем те ялта ыттисемшĕн кăтартуллă.
Ял çуралсан халăхĕ те пулать
Истори страницинчен çакă паллă. Чăн малтанах çак вырăна чăвашсем килсе ларнă. Паян икĕ тĕрлĕ халăх пурăнакан ял Красноармейски районĕнчи Именкассинчен аталанса кайнă-мĕн. Ватăсем çирĕплетнĕ тăрăх, 350 _ 360 çул каялла кунта пурнăç пуçланнă. Ун валли вара услови çителĕклĕ пулнă: анлă уй-хир, вăрман, юнашарах Пăла юхса иртнĕ. Вĕсем юхан шывăн сылтăм çыранĕ енче пуçласа çуртсем лартма пуçланă. Ял çуралнă хыççăн вара халăхĕ тата хутшăннăçемĕн хутшăнса пынă. Паллах, архив докуменчĕсенче ытти верси те пур.
Тутаркассинче мĕн çамрăкран тымар янă ĕç ветеранĕ Решид Шигабетдинов мулла пĕр тăван Шигабетдиновсен урамĕ, Именкасси ялĕ мĕнле пуçланса кайнине ашшĕ каласа панинчен ас тăвать. Решид Фетяковичăн, архив материалĕсен çăл куçĕнчен чăнах та чăн малтан кунта 7 чăваш çемйи çĕр ыйтса илсе пурăнма пикеннĕ. Каярахпа унăн аслашшĕн ашшĕ Зейнетдин кунти Пăлара шывармань лартнă. Тĕрĕссипе арман ял халăхне тăрантарнă. Пурнăç тума чăн малтан тырă авăртакан хатĕр кирлĕ тесе шутланă вăл. Каярахпа виçĕ арман таранчченех тытса тăнă хуçа. Ун чухнех чăвашсемпе тутар çемйисем пĕрле хутшăнма, ĕçлеме пикеннĕ. Шурсухал çĕре кĕнĕ хыççăн вара ун вырăнне аслашшĕ юлнă. Унăн йăх-несĕле çак вырăнта сарма çемйи пысăк пулнă: 9 ывăл та 1 хĕр! Зейнетдинов хушаматлăскерсем кунта вĕсемсĕр пуçне те пулнăран, çакскерсем Шигабетдинов хушамата суйласа илеççĕ-мĕн. Анчах шел, ачисем ытларах вăрçăра вилсе пĕтеççĕ. Иккĕшĕ çеç сывă юлаççĕ. Çак паттăрсене хисеп туса шăпах урама Шигабетдиновсен ятне параççĕ те. Решид Фетякович çак пулăма лайăх ас тумасть. Ун чухне шăпах çамрăк каччă амăшне укçа-тенкĕпе пулăшма тесе Карагандана шахтăна ĕçлеме кайнă. 6 çул çурă пулнă вăл çĕр айĕнче. Çемье çавăрсан та вăхăтлăха унтах юлнă. "250 метр тарăнăшĕнче ĕçленĕ чухне чун çỹçенетчĕ. Çапах та мĕн пур хăрушлăха парăнтарса укçа ĕçлесе илес тесе тăрăшнă...",_ аса илет бабай çăмăл мар вăхăтсене.
Паян вĕсен ултă ача, 10 мăнук. Яла пуçтарăнсан ачисем ĕлĕкхине аса илсе чăвашла та, тутарла та калаçаççĕ. Юлташ-пĕлĕшĕн туйĕсенче, çемьери ытти уявсенче те пĕр кĕрекерех пулаççĕ. Вĕсем пурте пĕр урамра ỹсне-çке! Хальхи вăхăтра та ачалăхри чăваш тата тутар тусĕсем çывăх çыхăнура.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)