22 июня 2018 г.
Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Николай Михайлович Селиванова чылайранпа çывăх пĕлетĕп - виçĕ теçетке çул та пур-тăр. Ертỹçĕ ĕç стажне çырма вăл Первомайскинчи "Сельхозтехника" уйрăмĕнче пуçланă: гараж заведующийĕ, колонна начальникĕ пулнă. Никĕсĕ çинче автотранспорт предприятийĕ ("Первомайское" АТП) туса хурсан тĕп инженер, директор вырăнĕсене йышăннă. 1992 çулта ăна район центрне куçарчĕç. Кунта вăл ДРСУ "тилхепине" ултă çул тытрĕ. Тивĕçлĕ канăва вара автостанци пуçлăхĕнчен тухрĕ.Ĕнтĕ пĕлменни юлман та темелле пек ку хушăра. Хам çеç хаçатра ун çинчен пĕрре кăна мар ăшă сăмахсем çырнă. Анчах кашни тĕл пулмассерен çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем илтетĕп те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп.
Ĕмĕрĕпе çемçе пукан çинче кăна канăçлăн ларман Н. Селиванов. Кỹршĕри Именкасси ялĕнчи шкула çỹресе çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вун çиччĕ те тултарман каччă, ăна ача тесен те йăнăшмастăн, пĕр хăрамасăр-тумасăр ун чухнехи комсомол чĕнсе каланипе хавхаланса аякри-аякри Казахстана, вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан çеçен хирсенче çĕнĕ çĕр уçакан яш-кĕрĕме пулăшма тухса каять. Малтан Çурçĕр Казахстан облаçĕнче ял хуçалăх механизаци училищинче вĕренет, кайран тракторист правине хайхи ВЛКСМ путевкипе пĕрле кăкăр кĕсйине чиксе усă памасăр выртакан хирсене сухалама тытăнать. Хĕлле кунтах вĕренсе тепĕр професси илет те груз турттаракан автомашинăпа тăрăшать. Целинаранах ăна çара илсе каяççĕ.
Авланса, çемьеллĕ пулсан водительте ĕçлекен ял ачи Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне кăнтăрла вĕренмелли уйрăма кайса кĕни, ăна ыттисенчен маларах, васкавлă майпа пĕтерни, кайран тата Чăваш ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр пĕлỹ пухса механизаци уйрăмĕнче инженер дипломне илме пултарни вăл тепĕр паттăрлăх!
Виçĕм çул çурла уйăхĕн вĕçĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора кĕнĕччĕ. Кунта ларусен залĕнче хурт-хăмăрçăсен канашлăвĕ пырать иккен. Республикăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă пилĕк район утарçисем пуçтарăннă. Зал туллиех. Маттур ăстасене наградăсем параççĕ. Ак хайхискер, Кĕçĕн Арапуç чăвашне Николай Селиванова та мала чĕнеççĕ. Хăлхана чанках тăрататăп. 2016 çулта вăл Каçал, Елчĕк, Шăмăршă, Улатăр, паллах ĕнтĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ылтăн хурт ăстисем хушшинче пыл пахалăхĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă-мĕн. Маттура çакна çирĕплетекен диплом тата хаклă парне пачĕç. Ман пĕлĕш мĕн çамрăкранах хурт çемйисене тытать иккен. Ку çеç те мар, ăмăртăва хутшăнса чап та илет тата хăй.
Тата тепĕр пултарулăхĕ çинчен те асăнмасăр иртейместĕп. Ĕненмелле те мар пек... Николай Михайлович купăсçă та. Икĕ пиччĕшĕпе пĕр шăллĕ музыка хатĕрĕсене хăш енчен тытмаллине те пĕлмен пулсан Селивановсен çемйинчи виççĕмĕш ывăл ачаранах купăс каланă. "Çамрăк мăшăрсем пĕрлешнĕ чухне туя е çăнăхтана вăйçа çỹренĕ. Çĕнĕ юрă илтсенех астуса юлатăп. Купăс тытсан вара пỹрнесем хăйсемех çав кĕвве кăлараççĕ", - тет йăл кулса Николай Михайлович. ...
Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕмĕрĕпе халăхпа шăкăлтатса ĕçленĕ хастара килте диван сыхласа ларма çăмăл пулман. Ансатрах пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас шухăш пĕрре кăна мар пуçа кĕнĕ. Ара, сывлăх тени аванах темелле. Вăй-хал та чакман-ха. Пĕррехинче вăл тем ыйтупа Патăрьелне килсен "Поддержка" ятлă патшалăх страховани компанин районти уйрăмĕ вырнаçнă тĕле пырса тухать. Ку учрежденинче агента вырнаçма та май пур иккен.
- Тĕлĕнмелле пек те, Мария Ялукова начальник хапăлласах йышăнчĕ, - аса илет ман пĕлĕш. - Малтан вăл компанин кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унтан кăмăллă калаçакан хĕрарăм çав самантрах ĕçе кĕме хут çыртарчĕ. Çапла эпĕ пĕр шухăшламан-туман çĕртен тенĕ пекех пỹлĕмрен кунти коллективăн пĕр членĕ пулса тухрăм. Çак çула суйласа илнишĕн паян кун та нимĕн чухлĕ кулянмастăп... Виçĕм çул ку тытăма урăхлатса страхлакан наци компанийĕ туса хучĕç. Халăхра ăна халĕ НАСКО (Национальная Страховая Компания) ятпа пĕлме пуçларĕç те ĕнтĕ. Тĕп центрĕ Хусанта вырнаçнă. Тутар Республикисĕр пуçне филиалĕсемпе представительствисем Раççей Федерацийĕн 15 субъектĕнче йĕркеленнĕ. Патăрьелĕнче вара НАСКОн офисĕ ĕçлет.
Николай Михайловича таçта та тĕл пулма май пур - Патăрьел районĕнче те, кỹршĕллĕ Шăмăршă тăрăхĕнче те, Каçалпа Елчĕк енре те. Республикăн ытти ялĕпе хулинче те страхланакансем тупăнаççĕ уншăн. Вăрттăнлăх кунта çук - Николай Михайловича хăйне ятран пĕлекен темĕн чулĕн. Çĕнĕ çулташсем те пайтах. Пытарар мар, агент палланă е палламан çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах ку та сахал иккен-ха.
- Клиентсене эпĕ шăматкунсемпе вырсарникунсенче тупма тăрăшатăп. Эрне варринче ирпе ирех ĕçе васкаççĕ, каç кỹлĕм кăна таврăнаççĕ. Тĕл пулсан та вăхăчĕсем сахал. Эп çав кунсенче кĕрĕк арки кăна йăваласа лармастăп, автомашинăна хускататăп та килĕсене васкатăп. Праçниксем те ман валлиех, ун чухне çынсен кăмăлĕсем ырă, - пытармасть хăйĕн вăрттăнлăхĕсене агент. Страхлас тесен темле май та пур хальхи саманара. Анчах нумай чухне ял çынни çурт-йĕрпе хуралтăсене пушартан, çил-тăвăл аркатнинчен, аçа çапнинчен, çуркунне е кĕркунне шыв-шур илнинчен сыхлама тăрăшать. Паллах ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх пирки те шутлать. Çăмăл автомашина тени вара килсерен. Трактор, автобус, мотоцикл тытакансем йышлă. Теприн пĕр картишĕнчех куçакан виçĕ-тăватă техника хатĕрĕ ларать. Калаçма пĕлсен страхлассинчен айккине пăрăнакан сахал.
Тепĕр чухне пире пĕлменни те нумай ура хурать. Акă, сăмахран, ку компанинче вĕçĕмсĕрех страхланакансене çăмăллăх парса тỹлев взносне çуллен чакарса пыраççĕ. Инкеке лекнĕ çынна документсем хатĕрлеме те пулăшаççĕ иккен. Страхланăшăн тивĕçекен укçине вара вăраха тăсса ямасăр алла тыттараççĕ. Çаксене хăйĕн тивĕçне пурнăçланă чухне çирĕп йĕркелесе пынăран Николай Михайловичăн ĕçĕ те ăнать. Ку çеç те мар-ха! Пысăк çитĕнỹсем тăвать. Ветеран ĕç итогĕсем тăрăх кашни уйăхрах малтисен ретĕнче. Çавăнпах ăна республикăри территори управленин Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Пĕр çулхине вăл страхлакан агентсен категорийĕнчи ăмăртăвĕнче республикăра тăваттăмĕш вырăн йышăнса кĕмĕл призер шутне кĕчĕ.
Компани тытăмĕнчи çĕнйĕркелỹ янташ ĕçĕ-хĕлне пысăк улшăну кĕртмен. Николай Михайловича вăл вăй-хăват кăна панă тесен те юрать. Пикенсе утаканскер кăтартăвĕсемпе республика шайĕнчен тухнă: 2016 çулта НАСКОна йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ май ирттернĕ конкурса хутшăнса пурлăха страхлакансен номинацийĕнче Атăлçи тăрăхĕнче (асăрхăр - Чăваш Енре кăна мар!) малти вырăна çĕнсе илме пултарнă. Хамăр республикăри территори управленийĕн ăмăртăвĕнче вара Николай Михайлович чи-чи хастар агентсем хушшинче палăрса "Суперагент" ята тивĕçнĕ. Кун пирки пĕлтĕр райхаçатра та çырса кăтартнăччĕ...
Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе Николай Михайлович татах тĕлĕнмелле пысăк çитĕнỹ туса савăнтарчĕ - хайхи НАСКО йĕркеленĕ ăмăртура вăл "Суперагент" номинацинче ("Ял" категори) çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илнĕ. Атăл тăрăхĕнчи облаçсемпе республикăсенчи, пĕрлех ытти регионсенчи çĕршер те çĕршер ĕçтешĕсенчен иртсе кайнă. Çак кунсенче кăна Николай Михайловича Хусан спутникне, нумай пулмасть çеç туса лартнă Иннополис хулине чĕнсе илсе пысăк чыс тунă - "НАСКО" акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Э. Кабаков алă пуснă диплом, ятарлă парне тата преми панă. Пирĕн вара çитмĕл улттăра пыракан шурсухала лайăхпа ăмсанмалли кăна юлать. Тĕслĕх илмелли тата...
Николай Ларионов
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)