Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ спортсменăн ячĕнихăçан тухмĕ манăçа

29 мая 2018 г.

Патăрьел районĕ спортра тарăн йĕр хăварнă çынсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Манăн вĕсенчен пĕринпе,

Р. Камалетдиновпа паллаштарас килет. Вăл пирĕнтен нумай пулмасть ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Р. Камалетдинов 1926 çулхи майăн 16-мĕшĕнче Хирти Пикшикре кун çути курнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме каяйман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çамрăкăн çутă ĕмĕтне татнă. Расых Ямалетдинович колхоз ĕçне кỹлĕнет, фронт валли тыр-пул çитĕнтерет. 1943 çулта яша Совет çарне илеççĕ. Салтакăн йывăр та тумхахлă çулĕ ăна Инçет Хĕвел тухăçне илсе çитерет. Вăл яппун самурайĕсемпе çапăçнă çĕре хутшăнать. Вăрçă чарăннă хыççăн службăна Магадан хулинче тăсать. Çакăнтах ĕнтĕ вăл спортри пĕрремĕш çитĕнĕвĕсене тăвать. Çỹллĕ те яштака каччă икĕ пăтлă (32 килограмм) кире пуканĕ, штанга йăтса, йĕтре тĕртсе, çăмăл атлетикăра тĕлĕнтерет. Тренерсем тăрăшуллă çамрăка тỹрех асăрхаççĕ, спорт ротине куçараççĕ. Часах вăл çĕнтерỹ хыççăн çĕнтерỹ тăвать. Пилĕк енлĕ ăмăртура (пятиборье) Магадан чемпионĕ пулать.

1951 çулта Р. Камалетдинова тỹрех Хирти Пикшикри шкула ĕçлеме илеççĕ. Унтан Шăнкăртамри пĕлỹ çуртĕнче 15 çул вăй хурать. Спорта та пăрахмасть. Çăмăл атлетика енĕпе республикăн пĕрлештернĕ командине кĕрет, Р. Бикчурин, А. Игнатьев, Г. Яшмейкин спортсменсемпе пĕрле ăмăртусене хутшăнать. Йĕтре тĕртессипе, сăнă ывăтассипе, чупассипе Чăваш Республикин чемпионĕ пулать.

Расых Камалетдинов пирки часах Мускавра та пĕлеççĕ. Раççей Федерацин пĕрлештернĕ командинче вăл ял спортсменĕсен ăмăртăвĕнче хăйĕн пултарулăхне тепĕр хут çирĕплетет. 1951-1959 çулсенче 7 хутчен СССР чемпионĕ ятне илет. Кĕске дистанцисене чупассипе, йĕтре, диск тĕртессипе, сăнă ывăтассипе ăна çитекенни пулман.

Р. Камалетдинов пурнăçĕн вăрăм тапхăрĕ Шупашкарпа çыхăннă. Вăл хулари 40-мĕш шкулта физкультура учителĕнче вăй хунă. Каярахпа "Урожай" спорт пĕрлешĕвĕн директорĕн заместителĕнче нумай çул (1968-1984 ç.ç.) ĕçлет. Çăмăл пулман ăна, апла пулин те ентеш йывăрлăхсене çĕнтернĕ, хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Хушнине яланах тĕплĕн тата вĕçне çитиччен пурнăçланă.

"Вĕрентекенсемпе Раççей мухтавлă, Вĕренекенĕсем мухтавне параççĕ", -тенĕ Н. Некрасов поэт. Р. Камалетдинов та хăйĕн вĕренекенĕсемпе мухтанма пултарнă. Асхат Чинкин - тăршшĕне сикессипе Тутарстан чемпионĕ; Ренат Узбеков - йĕтре тĕртессипе Узбекистан чемпионĕ; Равиль Бикчурин - çăмăл атлетикăпа Чăваш Республикин чемпионĕ; Галиля Земдиханова нумай хутчен "Урожай" спорт обществин ăмăртăвĕсенче палăрнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Р. Камалетдинов спорта пăрахмасть. Ветерансен ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнать, малтисен шутне лекет. Сăмахран, 72 çулта чухне Мускаври мероприятинче вăл чемпион пулать. Диск ывăтассипе, йĕтре тĕртессипе рекорд кăтартать. Спорта пропагандăлас, аталантарас енĕпе те Расых Ямалетдинович нумай тăрăшнă. Пĕтĕм Союзри аслă категориллĕ судья пулнă май çăмăл атлетикăпа, кире пуканĕ йăтассипе ирттерекен ăмăртусене вăл тĕрĕс хакланă. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. Р. Камалетдинов - СССР физкультура отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Пĕтĕм Раççейри "Урожай" спорт обществин хисеплĕ членĕ. Вăрçă çулĕсенчи наградăсем те ветеранăн чылайччĕ.

Расых Ямалетдиновичăн ачисем те ашшĕ çулĕпех кайнă. Фидания хĕрĕ, Альтафпа Ильдар ывăлĕсем те спортра тарăн йĕр хăварнă. Хисеплĕ спортсмен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ пулсан та унăн çутă сăнарĕ пирĕн асра яланлăхах юлĕ, çамрăксене çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарса пырĕ.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Р. Камалетдинов вĕренекенĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика