Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика рекордне çĕнетнĕ…

18 мая 2018 г.

Çу уйăхĕнче ĕçпе вăрçă тата спорт ветеранĕ Рассых Камалетдинов 92 çултултармаллаччĕ, анчах нумаях пулмасть вăл пирĕнтен уйрăлчĕĕ.

Рассых Ямалетдинович Патăрьел районĕнчиХирти Пикшик ялĕнче çуралса ỹснĕ. Аслă вăрçăпуçланнă çул 15 тултарнă каччă колхоз ĕçнекỹлĕннĕ. Тепĕр виçĕ çултан вăл салтак атти тăхăнса юлташĕсемпе пĕрле фронта тухса кайнă. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн виçĕмедальпе пĕр ордена тивĕçнĕ.

Çав тапхăртах кĕçĕн сержант спортпа кăсăкланма пуçланă, çăмăл атлетика тата кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ. Инçет хĕвелтухăç çар округĕн турнирĕсенче пĕрре мар малтивырăнсене йышăннă. Р.Камалетдинов Лăпкă океанхĕрринче ултă çул хĕсметре пулнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Ĕпхỹри физкультура техникумĕнченвĕренсе тухсан Патăрьел районĕнчишкулсенче нумай çул ĕçленĕ,  ăна «ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ятпа чысланă.

Ачасемпе ĕçленĕ хушăрах вăл çăмăл атлетикаăмăртăвĕсенче республикăн темиçе хут чемпионĕпулса тăнă. Вăл РСФСР чемпионачĕсене те хутшăннă. Совет Союзĕнчи ял спортсменĕсен хушшинче тĕрлĕ дистанцие чупас, тăршшĕне сикес, диск тата сăнă ывăтас енĕпе палăрнă. Патăрьелспортсменĕ республика рекордне 20 хут çĕнетнĕ. 1968 çулта Рассых Ямалетдиновича «Урожай»спорт обществин Чăваш Енри канашĕн председателĕн заместительне суйланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл ăмăртусене хутшăннă. Ветерансен хушшинче диск ывăтса тăватă хут ылтăн медаль çĕнсе илнĕĕ.

Çак кунсенче Патăрьел районĕнче Хирти Пикшик ялĕн маттур ывăлне асăнса çăмăл атлетикатурнирĕ иртрĕ. Унта район центрĕнчи 1-мĕш, АслăАрапуçри тата Аслă Чементи вăтам шкул командисем палăрчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Рассых Ямалетдиновичăн ывăлĕсем Альтафпа Ильдар саламларĕç.

Владислав СИДОРОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика