07 марта 2018 г.
"ÇУК. Çемье çавăрма пĕрре те çăмăл мар. Çак утăма пурнăçа кĕртме чăн малтан каччăн хăюллă пулмалла, хăй умне пысăк тĕллев лартмалла, пикене ерипен çавăрмалла..." - çакнашкал пĕтĕмлетỹ тунă артистсемпе куракансем Пикшикри халăх театрĕ лартнă кулăшла спектакль хыççăн. "Тутарла авлантарни" пьеса авторĕ Каçал Енри Чĕчкен ялĕнчи Ркаил Зейдулла, ăна сцена çине кăлараканĕ вара пултаруллă режиссер Дания Салахова.
Пурнăçра çемье пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл шанчăклă та çирĕп пулсан çеç общество тĕреклĕ. Хăйсен сăнарĕсене сцена çинчен профессионал артистсем пекех уçса пама пултарнă Талияпа Алсина Земдихановсем, Р. Салахутдинов, З. Вахитова, В. Багаутдинов, Ф. Чинкина, Л. Чебенова. Çавăнпа та тутарла авланма çăмăл пулманни те куракансем тăвăллăн алă çупнинчен яр уççăн палăрнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)